АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Никифоров пеккисем ытларах пулинччĕ

07 декабря 2018 г.

Владимир Никифоров пеккисем ытларах пулинччĕ

«Хыпар» хаçатра ЧР Цифра аталанăвĕ-пе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе «Ял старости» социаллă пĕлтерĕшлĕ проект кун çути курнă. Унта «Пирĕн ял старости» конкурс иртнĕ.
Мĕн тĕллевпе йĕрке-ленĕ-ха ăна; Вырăнти халăха ял старости мĕншĕн килĕшет, эсир пурăнакан хутлăха аталантарас тĕллевпе мĕнле ĕçсем тăвать; Пирĕн районти Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Гаврилов та хутшăннă унта. Конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. Ураскасси ялĕн старости Владимир Никифоров пирки каласа кăтартнă.
«Ураскассинче хальхи вăхăтра 330 çын пурăнать, вĕсем халăх йăли-йĕркине хисеплеççĕ, тытса пыраççĕ. Староста яла хăтлăх тата тирпей-илем кĕр-тессишĕн нумай тăрăшать. Субботник ирт-термелле-и, масар территорине е çăлсе- не тасатмалла-и, йывăç лартмалла-и - нихăш ĕç те староста хутшăнмасăр иртмест. Унăн пуçарăвĕпех Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн ялта смотр-конкурс йĕркелеççĕ, унта çуртне тул енчен кам лайăхрах хитрелетнине хаклаççĕ. 2018 çула кĕтсе илме хатĕрленнĕ май Ураскассисем «Чăваш Ен çутисем» конкурса хутшăнчĕç, 1-мĕш вырăн йышăнса ЧР Министрсен Кабинечĕн дипломне тивĕçрĕç,-каласа кăтартнă Александр Гаврилов. -Староста Ураскассине кĕнĕ çĕрте ялта пурăнакансен сăн ÿкерчĕкĕсемлĕ баннер вырнаçтарнă. Вĕсем çак тăрăхри çынсемпе хăнасене йăл кулăпа «кĕтсе илеççĕ тата ăсатса яраççĕ». Владимир Никифорова районта кăна мар, республикăра та пĕлеççĕ. 2017 çулта вăл Чăваш Республикинче чи лайăх староста пулса тăнă».
Çапла, пĕтĕмлетÿ тăрăх, «Пирĕн ял старости» конкурса хутшăннă чи лайăх çыру аторĕ - Элпуç ял тăрăхĕн пуç-лăхĕ Александр Гаврилов. Вăл «Хыпар» Издательство çурчĕн дипломне тата хаçатра статья пичетленмешкĕн сертификата тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика