АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрĕх çул сиплев хуралĕнче

07 декабря 2018 г.

Хĕрĕх çул сиплев хуралĕнче

Районта 55 çул каялла, 1963 çулхи çу уйăхĕнче, туберкулезпа кĕрешекен службăн ĕçне йĕркелесе янă. Мĕнлерех йывăр условисенче вăй хума тивнĕ малтанхи çулсенче. Пирваях çакна аса илтерер, ÿпке чирне сиплекен уйрăм валли Улянкăна каякан çул хĕрринчи сăртра вырнаçнă райĕçтăвкомăн çурчĕ пулнă зданине уйăрса панă. Кивĕскерĕн тăрринчен çумăр çусан тĕл-тĕл шыв кайнă, палатăсене вутăпа хутса ăшăтнă, шывне тарасаран çĕкленĕ, канализаци пулман, йĕпе-сапаллă çанталăкра тĕп больницăна анализсем тутарма кайса килме чĕр нуша пулнă. Çав тапхăрта, ытти çĕрти пекех, районта та туберкулез анлă сарăлнă. Уйрăмра 45 койка-вырăн пулнă.
Çакăн пек йывăр условисенче 1975 çулччен асăннă службăна В.Е.Иванов, Т.С.Андреева, А.И.Петрова, В.М.Немцев тухтăрсем ертсе пынă. Ун хыççăн 3 çул ытла район больницинче ятарлă пĕлÿ илнĕ специалист пулман.
1978 çулта «йывăр лава» Ленинградран медицина институчĕ пĕтерсе килнĕ Çĕнçырма хĕрĕ Маргарита Никитина туртма пуçланă. Çамрăк врачăн сывату ĕçĕпе пĕрлех, район ертÿçисем умĕнче туберкулез уйрăмне чирлисемшĕн те, медперсоналшăн та меллĕ вырăна куçарас ыйтăва темиçе хутчен те çĕклеме тивнĕ. Пилĕк çултан тинех туберкулез чирĕпе аптăракансене сиплеме райбольница территорийĕнчи уйрăм çурта куçарма май килнĕ.
Маргарита Ивановна хăй суйласа илнĕ ĕçне чунтан парăннăскер тата кăмăл-туйăмĕпе çирĕп те хĕрÿл- лĕскер, опытлă специалистсен ĕçне тишкерсе ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшнă. Пациентсемшĕн меллĕ пултăр тесе уйрăмрах çутăпа сиплекен физиотерапи кабинечĕ уçнă. Г.Михайлова медсестра йĕркелесе пынă процедурăсене. Коллективри кашни работник патне çул тупма, чирлисене эмелленипе пĕрлех ăшă калаçăвĕпе хавхалану, шанăç кÿме пĕлнĕ çамрăк врач. Çулсем иртсе пынă май ăсталăхĕ те туптансах пынă унăн.
«Хальхи пек астăватăп, 1999 çултан районта ÿпке чирĕпе чирлесси тата çынсем вилесси чакма пуçларĕ,- тет Маргарита Ивановна.- Кунта çакна та палăртмалла пулĕ, пирĕн уйрăмра тăрăшакан кашни ĕçчен хăй вырăнĕнчеччĕ, ĕçĕ йывăртан кунта чăтăмлисемпе яваплăха туякансем кăна тытăнса тăнă». Вăл хăй вăхăтĕнче çак пархатарлă ĕçшĕн вăй-халне шеллемен Н.Семенова, Л.Шумитова, Р.Андреева, Х.Константинова, А.Николаева, Т.Павлова, А.Ефимова, В.Кузнецова, А.Степанова, С.Горностаева, Э.Харитонова медсестрасемпе Г.Соловьева, В.Ишмякова, Н.Никитина, Т.Сорокина, А.Иванова, Л.Федорова санитаркăсене, М.Тимофеева сестра-хозяйкăна аса илчĕ. Шел те, хăшĕсем пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Анчах вĕсем чун хавхаланăвĕпе тунă ĕç-хĕл районти сывлăх хуралĕн историйĕн-че, туберкулезпа кĕрешес енĕ-пе, ырă йĕр хăварнă.
Маргарита Ивановна каланă тăрăх, юлашки 6 çул хушшинче район территорийĕнче ачасемпе çул çитмен çамрăксем туберкулезпа чирленĕ тĕслĕх пулман. Чирлисен хисепĕ чакса пынă майăн та пулĕ койка-вырăна сахаллатнă. 2005 çулта çак уйрăма вуçех те хупса хунă. Çавна майăн чирлĕ çынсене Вăрмар районĕнчи, унтан Канаш хула больницисене вырттарса сипленĕ. Хальхи вăхăтра чирлисене Шупашкарти диспансера сыватма ăсатаççĕ. Чир ернĕ çыннăн медицина учрежденийĕнче темиçе уйăх таран сипленме тивет.
Туберкулезпа кĕрешекен Чăваш Енри службăн кăçалхи пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Тăвай районĕ чир сарăлассине сирес енĕпе туса ирттерекен ĕç кăтартăвĕсемпе республикăра чи лайăххисен шутĕн-че. Ахальтен мар ĕнтĕ кунти ертÿçĕсем çамрăк специалистсене пирĕн районти ăста тухтăрăн сиплев меслечĕн çирĕп никĕсне алла илме сĕнеççĕ. Ырă наставник хăйĕн ĕç опычĕпе яланах паллаштарма хатĕр.
Ĕç ăнăçлăхне чире малтанхи тапхăрĕнче тупса палăртса пĕр тăхтаса тăмасăр сиплеве пуçăннинче курать вăл. Çавăнпах районта пурăнакансене флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2018 çулхи 11 уйăхра халăхăн 75 процентне явăçтарнă тĕрĕслеве, ку вăл республикăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пысăкрах. Çапла майпа кăçал аслă ÿсĕмри тăхăр çыннăнне туберкулез тупса палăртнă.
Туберкулез уйрăмĕ хупăннăранпа çынсене тĕп больницăри ятарлă кабинетра йышăнаççĕ. Ольга Алексеевна Максимова медсестрапа иккĕшĕ чĕрĕк ĕмĕр ытла пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пыраççĕ. Профилактика ĕçне пысăк пĕлтерĕше хурса, ĕç коллективĕсенче, шкулсемпе библиотекăсенче пулса чир хăрушлăхĕ, унран сыхланасси çинчен калаçусем йĕркелеççĕ.
М.И.Никитина сывлăх сых-лавçин ĕçне ăнсăртран суйламан ĕнтĕ, амăшĕ Христина Григорьевна ĕмĕрĕпех медсестрара тăрăшса пенсие тухнă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмен апла.
Сывлăх - чи хаклă тупра. Анчах чир хăрушлăхне ăша хывман тĕслĕхсемпе тĕл пулнине те пытармарĕ врач. Вĕсене сыватмăшсене ăсатма вара тепĕр чухне хăш-пĕр служба работникĕсемпе те çыхăнма тивет ăна. Кайран сывалса тухнă çав çынсенченех тав сăмахĕ илтни те - ĕçри пысăк хаклав маншăн, терĕ.
Пур енĕпе те маттур Маргарита Ивановна. Тума пĕлмен ĕç çук пулĕ. Лайăх кил хуçи хĕрарăмĕ вăл. Мăшăрĕпе Алексей Ивановичпа 3 ача пăхса ÿстернĕ, çемьелентернĕ. 4 мăнукĕпе киленеççĕ, вĕсене ура çине тăратма пĕтĕм вăй-халне параççĕ.
Ĕçне кура - ят-сумĕ, хисепĕ те. Маргарита Никитина - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, республикăри, Раççейри сывлăх сыхлав министерствисен Хисеп грамотисене тата ытти тав хучĕ-сене тивĕçнĕ. Виçĕмçул унăн сăнне «Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн ылтăн фончĕ» ятпа уçнă Хисеп хăми çине кĕртнĕ.
М.И.Никитина кăçал районта туберкулез чирĕпе кĕрешекен служба йĕркеленнĕренпе 55 çул, хăй сывлăх хуралĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 40 çул çитнипе пĕрлех, декабрĕн 6-мĕшĕнче 65 çулхи юбилейне паллă тăвать. Мĕн-пур ырлăха сунатпăр сире, Маргарита Ивановна. «Пархатарлă ĕçĕршĕн тайма пуç»,- тетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика