АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялăн патриочĕччĕ

07 декабря 2018 г.

Иван Ильич Кивĕ Пуянкассинче чи хисеплĕ çынсенчен пĕриччĕ. Хутла нумаях вĕренеймен пуль тетĕп, анчах хаçат-журнал вулатчĕ. Ял-йышра ăна хисеплесе ятран-шывран чĕнетчĕç. Эпĕ астăвасса, вĕрентекенсемпе чи сумлă ватăсене кăна çапла хисеплетчĕç. Çынпа харкашнине курман ăна. Лăпкă та ăшă кăмăллă ватăччĕ. Кăмăлçахскер ялта кăна тăхăр çыннăн хреснашшĕччĕ вăл. Кĕçĕн хĕрĕ каланă тăрăх, кÿршĕллĕ ялсенче те кум тăвакансем пулнă ăна.
Мăшăрĕпе, Клавдия Емельяновнапа ?вăл Сăхăтпуçĕнчен тетчĕç/, тăватă хĕр те пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Клавье инкене астумастăп, чире пула ир çĕре кĕнĕ. Çавна пула Иван Ильичăн ачисемшĕн ашшĕ вырăнне те, амăшĕ вырăнне те пулма тивнĕ.
Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмен, ял çинче ята яман. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен сусăрланса килнĕскер патшалăхран пĕр пус пенси те илсе курман, тетчĕ ашшĕ пирки унăн аслă хĕрĕ Марье аппа. Ватлăх çулĕсемчченех колхозра хуралта ĕçленĕ вăл. Типтерлĕ, таса тăхăнса çÿретчĕ. Эпĕ астăвасса, пуçĕ çинче шĕлепкеччĕ. Чĕлĕм туртатчĕ. Пахчинче улмуççисемпе чиесем, çĕмĕрт ÿсетчĕç. Пĕр-ик çемье вĕлле хурчĕ тытатчĕ. Тата тальянка купăс пурччĕ унăн. Мăнкун ратнинче пĕрлеччĕ те, унта нихăçан та тальянкăсăр тухман. Юрлаттаратчĕ, ташлаттаратчĕ ратне çыннисене.
Ачисем пĕчĕкрен ĕçлесе ÿснĕ ĕнтĕ. Марье аппа колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлмастчĕ. Елена Ивановна ?Елькка/ банк ĕçченĕ пулнă пулас. Мăшăрĕпе Мордва республикинче ĕçлесе пурăннă. Иккĕмĕш ачине çуратнă хыççăн вĕрĕлсе çамрăклах çĕре кĕнĕ. Тепĕр хĕрĕ те, Евдокия Ивановна, шут ĕçне вĕреннĕ, мĕн пенсие кайич- ченех ялти çыхăну уйрăмне ертсе пычĕ. Чи кĕçĕнни, Валентина Ивановна, пĕчĕклех амăшĕсĕр тăрса юлнăскер, тĕрлĕ ĕçре тимленĕ: фермăра та, почтальонра та. 
Федор Иванович вара çар çынни пулса тăнă. Действительнăй служба хыççăн вăл яла таврăнман, çар ĕçне малалла вĕреннĕ. Служба картлашкисем тăрăх хăвăрт ÿссе пынă, подполковника çитнĕ. Утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулсенче Федор Иванович отпуска мĕне каяс пулсан, е çемйипе канса таврăннă чухне, пĕр эрнене те пулин тăван яла кĕрсе тухатчех. Ашшĕне пÿртне, хуралтăсене, хапхана çĕнетме пулăшатчĕ. Тăван ялшăн, ашшĕ-амăш килĕшĕн чĕререн тунсăхланă пуль тетĕп. Килсен, хуть мĕнле пулсан та, пирвай йăмраллă Аслă çăл хĕррине васкатчĕ. Çăл шывĕпе питне çăватчĕ, йĕкĕр ывăçпа ăна темиçе сыпкăм ĕçетчĕ. Аллинче сахал мар чухне фотоаппаратчĕ.Тăван чĕлхене _ ашшĕ-амăш чĕлхине _ питĕ хисеплетчĕ. Килтисемпе те, урамра та чăн чăвашла калаçатчĕ ?мăшăрĕпе тата пĕчĕк хĕрĕсемпе вырăсла калаçнине шута хумасан, мĕншĕн тесен мăшăрĕ вырăсчĕ/. Эпĕ ăна ялан ашшĕпе те вырăсла кăна калаçакан тепĕр аслă офицерпа танлаштараттăм. Урамра çынпа тĕл пулас-тăк, нихăçан та алă пырса памасăр, çемье, сывлăх пирки ыйтса пĕлмесĕр иртнине астумастăп. Яла вăл нихăçан та пушă алăпа килместчĕ. Кама кĕпе, кама кофта,теприне çитсă тăрăхĕ те пулин парнелетчĕ, тăванĕсене кăна мар, хăй хисеплекен пур çынна та. Марье аппăшĕ хăйĕн çемйипе пире хирĕçех пурăнатчĕ те, вĕсен ачисен куккăшĕ илсе панă велосипед та, фабрикăра туса кăларнă йĕлтĕрпе ботинкăллă коньки те пурччĕ. Пирĕн урамра пурăнакан ачасем пурте вăл илсе килнĕ мечĕксемпе выляса, физкультурăпа спорта юратса ÿснĕ. Вăл курма килсен, яла та, урама та урăх сăн çапнăн туйăнатчĕ маншăн. Ял тата илемлĕрех, çывăхрах пекчĕ пурнăçра çавăн пек çынсем пурришĕн. Федор Ивановича пурнăçран тăрук уйрăлса кайнине чун-чĕре ниепле те йышăнасшăн мар. Çимĕк çитсен, урамра е масар çине вилнисене асăнма кайсан, халь-халь Федор Ивановичăн илемлĕ те правур сасси илтĕнсе каяссăнах туйăнать. Ял-йыш, тăванĕ-сем Федор Иванович сăнарне асрах тытаççĕ. Çак вырсарнире, декабрĕн 9-мĕшĕнче, Пуянкассинчи культура çуртĕнче шахматла выляссипе Астăвăм турнирĕ пулать. Уçă турнира кăмăл тăвакансем ытти ялсенчен те хутшăнма пултараççĕ. Вăл ирхине 10 сехетре пуçланать. Çĕнтерÿçĕне куçса çÿрекен кубокпа, мала тухнисене грамотăсемпе тата укçан хавхалантараççĕ.
Турнир умĕн шашкăпа шахмат вăййисен çитес çулхи календарлă планне пăхса тухаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика