АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ ĕмĕрлĕхе асра

30 ноября 2018 г.

Ячĕ ĕмĕрлĕхе асра

Чăвашсен паллă композиторĕ Геннадий Воробьев çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă турĕç пирĕн республикăра. Наци библиотекинчи «Мерчен» музыка хăна çуртĕнче ирттерчĕç унăн юбилейне.
Геннадий Воробьев - чăвашсен профессиллĕ музыка искусствине хывакан Василий Воробьевăн ывăлĕ.
Г.Воробьев 21 çул кăна пурăннă, творчествăри активлăхĕ ултă çула тăсăлнă. Çак кĕске тапхăрта 70 произведени çырнă.
Музыка каçĕнче Геннадий Васильевичăн тĕрлĕ произведенийĕсене ЧР тава тивĕçлĕ артистки Т.Сергеева романсĕ-сене, культурăпа искусство патшалăх институчĕн студенчĕ-сем, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем - М.Саприкопа В.Архипова, педагогика наукисен кандидачĕ С.Заломнова пианистсем фортепиано произведенийĕсене пурнăçларĕç.
«Чувашская лирическая» тата «Плясовая» инструментсен сочиненийĕсемпе вара «Концертино» скрипачсен ансамблĕ тата Шупашкарти Ф.Лукин ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕнче вĕренекен А.Рузавина ?балалайка/ паллаштарнă. Уявра чылай паллă çын тухса калаçнă. Чăваш Республикин искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР композиторĕсен правленийĕн председателĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ Н.Казаков та сумлă ентешĕ пирки ăшă сăмахсем каланă. Паллă композитор юбилейне çапла тивĕçлĕ шайра паллă тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика