АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă ĕçчен

30 ноября 2018 г.

Тăрăшуллă ĕçчен

Ураскассинчи ял хуçалăх кооперативĕ салансан, ял çыннисем малалла ăçта ĕçлес пирки шухăша каймасăр, пуç ватмасăр пулман ĕнтĕ. Нумайăшĕ вĕт-ха вырăнти хуçалăх ĕçĕпех юп курса пурăннă, унта ĕçленĕшĕн илекен тупăшпах пÿрт-çурт çавăрнă, килхуçалăх тытнă, çамрăксем çемьеленсе ача-пăча ÿс- тернĕ, малашлăх ĕмĕтсем тĕвĕленĕ, пурнăçа унпа сыпăнтарнă. Анчах пур чухне те эпир шухăшланă-ĕмĕтленнĕ пек кăна пулмасть çав, пирĕн-тен килмен пăрăнăçсем те пур. Вара пурнăçри çул хыттине каллех çĕнĕрен тупма тивет.
Ураскассинчи Александр Владиславович Васильев та, халĕ «Акконд-агро фирма» акционерлă общество водителĕнче тăрăшаканскер, хăй çар службине кайичченех тата унтан киле таврăнсан та ялти пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ĕçленине каларĕ. Килте тăваттăн пĕр тăван тата вăл асли пулнăран та яваплăха ытларах хăй çине илнĕ курăнать. Нухратсăр пурăнма çăмăл маррине те çамрăклах ăнланса илнĕ. Çурçĕре те, Мускава та кайса çÿренĕ пĕр вăхăт, предприниматель патĕн- че газельпе те ĕçленĕ, пассажирсене республика тĕп хулине турттарнă. Пĕрлех пурнăç тути-масине астивнĕ, ăна тĕрлĕ енчен курса хакланă, опыт пухнă. Юлашкинчен Тăвайри «Акконд-агро фирма» обществăна водителе ĕçе вырнаçнă. Ураскассисем темиçен те ĕçлеççĕ кунта, механизаторсем те, выльăх-чĕр-лĕх патĕнче тăрăшакансем те пур вĕсем хушшинче. Пурте ĕçченлĕхĕпе, яваплăхпа палăрса тăраççĕ. Вăл шутрах - Александр Васильев водитель те. «Кăçалхи декабрьте ултă çул çитет манăн «Акконд-агро фирма» предприятире ĕçлеме тытăннăранпа. Хамăн ĕçпе кăмăллă эпĕ»,-терĕ вăл манпа калаçнă хушăра. Вăл - УАЗ водителĕ, хăй ĕçĕнчи пĕрремĕш класлă ăста. Ырлаççĕ ăна предприятире, автопарк заведующийĕ Валерий Михайлович Волков та, кадрсен пайĕпе бухгалтерире ĕçлекенсем те, ĕçтешĕсем те ăшă сăмахсем кăна суйларĕç ăна сăнласа пама: лайăх водитель, тăрăшуллă, ĕçшĕн çунакан типтерлĕ çын, терĕç. Унăн хастарлăхĕпе йĕркелĕхне палăртма хăш-пĕр тĕслĕхсем те илсе кăтартрĕç. Кĕскен каласан, итлекен, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа тăвакан çын, терĕç. Дежурствăра нихăçан йĕркене пăсманнине, ĕçлекенсене вăхăтра ĕçе çитернине, машинине вăхăтра пăхса тăнине, юсавлă тытнине, транспорт услугисемпе, запас пайсемпе тивĕçтерме пулăшнине палăртрĕç. Çак ырă енĕсене пĕтĕмлетсе хаклани пулчĕ те ĕнтĕ Александр Владиславовича кăçалхи кĕркунне ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕн- че район администрацийĕн Хисеп грамотине тата хаклă парне парса чыслани.
Александр Васильев çулĕпе виççĕмĕш теçеткене вĕçлесе пыракан çын. Çемьеллĕ, виçĕ ача ашшĕ. Вунвиçĕ çул каялла çемье чăмăртанă вĕсем тăван ял хĕрĕпе - Ольга Борисовнапа. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланнине каласа кăтартаççĕ. Ĕçе те, Ураскассинчен Тăвайне, хăйсен çăмăл машинипе пĕрле çÿреççĕ. Юратнă мăшăрĕ, Ольга Борисовна, район администрацийĕн финанс пайĕнче тĕп специалист-экспертра тăрăшать. Çул çине хăйсемпе пĕрле ачисене те лартса тухаççĕ, аслăраххисем Тăвайри вăтам шкулта пĕлÿ илеççĕ, кĕçĕнни иккĕмĕш номерлĕ ача садне çÿрет.
Çав хушăрах килхуçалăх та тытаççĕ Васильевсем ялта, ĕне, ытти выльăх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Пурнăçа юратнăран, пĕр-пĕрне хакланăран тата шаннăран, пурне те ĕлкĕ-реççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика