АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чаплă уявланă

30 ноября 2018 г.

Чаплă уявланă

Чăваш академи драма теат-рĕн СССР халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина чÿк уйăхĕнче 95 çул тултарчĕ. Çак ятпа республикăра тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç. Раç-çей нацийĕн «Ылтăн маска» премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ В.Кузьмина иртнĕ эрнере ывăлĕпе, Атнер Петровичпа тата унăн мăшăрĕпе, ĕçтешĕ-семпе пĕрле Енĕш Нăрваш ялĕнче пулчĕ. Ялти асăнупа мемориал музейĕнче çăкăр-тăварпа, алтăр сăрапа, чăн чăвашла кĕтсе илчĕç вĕсене. «Тĕпел» фольклор ушкăнĕ чăвашла юрăсем шăрантарчĕ. Асăнупа мемориал музейĕн заведующийĕ В.Петров Вера Кузьминична пултарулăхĕпе, ун çинчен калакан стендсемпе паллаштарчĕ.
Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Егоров, ялти ветерансен канашĕн председателĕ Зоя Герасимова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Мая Арестова паллă ентешне, Вера Кузьминичнана 95 çулхи юбилейĕпе ăшшăн саламларĕç. Юлашкинчен хăнасем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата унтан таврăнсан вилнисене асăнса лартнă ялти çĕнĕ палăк умне чĕрĕ чечек çыххисем хучĕç.
Тĕлпулу каçне Тăвайри культура çуртĕнче 17 сехетре малалла тăсрĕç. СССР халăх артисткин, Раççей нацийĕн «Ылтăн маска» премийĕн лауреачĕн В.Кузьминан творчествăлла биографийĕн кадрĕ- семпе паллашрĕç пухăннисем малтан.
Сценăн сумлă маçтăрне, Вера Кузьминичнана район тата администраци пуçлăхĕ-сем Александр Шакинпа Владимир Ванерке ăшшăн-ăшшăн саламларĕç, чечек çыххисем пачĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕç-терекен пай начальникĕ Валерий Чайкин хăй сăвăланă сăвă тăрăх çырнă юрра шăрантарса пачĕ, чечек çыххипе савăнтарчĕ ăшă кăмăллă артисткăна.
Ветерансен юхăмне активлă хутшăнакан Вера Кузьминана Хисеп грамоти пачĕ районти ветерансен Канашĕн председателĕ Римма Гурина.
-Хаклă, Вера Кузьминична, паянхи пек харсăрлăхпа 100 çулах çитмелле пултăр,-тесе саламларĕ пĕртăванĕн хĕрĕ Екатерина Кузнецова.
Юратнă амăшне Атнер Петрович Хусанкайпа унăн мăшăрĕ те саламларĕç. «Тăвай енĕн çĕрĕ, сывлăшĕ, шывĕ тепĕр чаплă хĕр е ывăл çитĕн-терччĕр»,-тесе ырă сунчĕç вĕсем.
Вера Кузьминичнан ĕçтешĕ-сен - Владимир Семеновпа Тăрмăшри Сергей Ивановăн постановкăри пултарулăхне ăшшăн йышăнчĕç çынсем, тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Концерт программине Тушкилти «Сурпан» фольклор ушкăнĕ пуçларĕ те, районти коллективсем, ансамбльсем тата çамрăксем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç сцена çине, вĕсем сумлă артисткăна савăнтарасшăн пулчĕç, 100 çула çитме сунчĕç.
Фойери тĕрлĕ куравсем пурин кăмăлне те кайрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика