АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тав çырăвĕ илчĕç

30 ноября 2018 г.

Тав çырăвĕ илчĕç

Тăвай ялĕнче пурăнакан, районти пушар чаçĕн начальникĕнче ĕçлекен Николай Григорьевич Павловпа унăн мăшăрĕ, иккĕмĕш номерлĕ ача садĕнче воспитательницăра тăрăшакан Тамара Николаевна ывăлĕ службăра тăракан çар чаçĕн-чен Тав çырăвĕ илчĕç. Ăна уçса вуларĕç те, савăнчĕç ывăлĕшĕн.
«Сирĕн ывăлăр, Павел Николаевич Павлов, пирĕн чаçре службăра тăма тытăннăранпах хăйне тÿрĕ кăмăллă, яваплă, хисепе тивĕçлĕ çар служащийĕ пулнине кăтартса пачĕ. Вăл ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Кăткăс лару-тăрусенче хăвăрт тата уйрăмах тĕрĕс йышăну тума пултарать. Хăйĕн квалификацине, професси шайне ÿстерсех пырать. Кирек епле йывăрлăха чăтăмлăн тÿссе ирттерет. Тăрăшулăх тата пуçарулăх кăтартса кирек мĕнле кăткăс задание те вăхăтра пурнăçлать.
Аслăрах пуçлăхсемпе хутшăнма пĕлет. Хăйĕн шухăшне хÿтĕлеме пултарать, кăмăл çирĕплĕхĕпе палăрса тăрать. Службăри тивĕçĕсене закон ыйтнисене, ятарлă документсемпе çар уставне пăхăнса пурнăçлать. Çар çыннин чысне хаклама, хÿтĕлеме пĕлет. Çĕршывăн вăрттăнлăхĕсене сыхлакан службăна туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа тата службăри тивĕçĕсене пысăк пахалăхпа пурнăçлама тăрăшнăшăн, пуçарулăх кăтартнăшăн Павел Николаевич кĕçĕн сержанта грамота парса хавхалантарнă»,_пĕлтернĕ Тав çырăвĕнче çар чаçĕн командирĕ Г.Рублевский полковник. “Воин-спортсмен” знака та тивĕçне вăл.
Амăшĕпе ашшĕ ывăлĕшĕн савăннипе пĕрлех ăна малашне те çирĕп сывлăх, пултарулăхпа тăрăшулăх, ăнăçусем сунаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика