АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçтан эсĕ, Раççей пĕлмен Коновалов?

30 ноября 2018 г.

Кинотеатрсенче анлă прокатра - «Несокрушимый» истори çар фильмĕ. Куракансем сеанс хыççăн залран совет танкисчĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланса тухаççĕ. Тĕп герой прототипĕ - Совет Союзĕн Геройĕ Семен Коновалов.
«Тутарстан чăвашĕсем» кĕнеке (2006 çулта тухнă) авторĕсем А.Трофимов, Н.Угаслов, П.Афанасьев, А.Ефимов, Чăваш энциклопедийĕнче (309 стр.) палăртнă тăрăх - Семен Васильевич 1920 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Тутарстанри Тури Услон районĕнчи чăваш ялĕнче Ямпулатра çуралнă, чăваш (унăн хĕрĕн Ирина Бродскаян шухăшĕпе, ашшĕ 1921 çулхи палăртнă уйăхра çуралнă). Апла пулсан КВ-1 танк командирĕ С.Коновалов 1942 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче, историе кĕрсе юлнă паттăрлăх кăтартнă чухне, 21 çулта çеç пулнă.
Ростов облаçĕнчи Садки хуторĕ патĕнчи çапăçу хыççăн Хĕвеланăç фрончĕн 9-мĕш армийĕн танксен 15-мĕш бригадин взвод командирĕн Коноваловăн, Козыренцев механик-водителĕн, пушка командирĕн Дементьевăн, ăна снарядпа авăрлакан Герасимлюкăн, кĕçĕн механик-водителĕн Акининăн, Червинский радиотелеграфистăн Тарасов районĕнчи Нижнемитякин хуторĕ патĕнче танка чарса тăратма тивнĕ. Бригада командирне Коновалов лейтенанта çапăçура снаряд лекнĕрен çĕмĕрĕлнĕ топливо хатĕрне юсама, бригадăна хăваласа çитме е КВ-1 патне фашист пырса тухсан çулне пÿлме хушнă. Экипажа пулăшма Серебряков механике хăварнă.
Пĕрле часах тÿрлетсе двигателе хускатнă. Танка вырăнтан тапратиччен нимĕçсен икĕ броневикне асăрханă. Коновалов экипажĕ пĕрремĕшне вут хыптарнă, иккĕмĕшĕ çаврăнса сăрт хыçне пытаннă. Тепĕртакран унта техника колонни тухнă: 75 танк, бронетранспортер-автомашина, офицер-салтак пайтах.
Çул çинчи тăшман ан асăрхатăр тесе Коновалов «Клим Ворошилова» айлăмрах вырăна антарса ларттарнă, ешĕл туратпа хупланă, танка темиçе вырăна куçармалли лаптăксене палăртнă.
Акă колонна - 500 метрта. Коновалов пушка прицелĕнчен пăхса пĕрремĕш танка мишень çине илет. Вăл тĕрĕс тĕлленĕрен экипаж тăватă минутра 4 танка вут хыптарать. Ыттисем çаврăнса ту хыçне пытанаççĕ.
Тăшман иккĕмĕш атакине артхатĕрленÿрен пуçлать - КВ вырнаçнă айлăм таврашне снаряд-минăпа «пĕрĕхтерет»: çерем-тăпра сывлăша çĕкленет, ешĕл ÿсен-тăран çавапа çулнă евĕр тÿнет. Сăрт хыçĕнчен 55 танк, ытти техника, çĕр-çĕр офицерпа салтак тухса КВ патне çывхарать.
Коновалов танкĕнчен снаряд хыççăн снаряд ÿхлетсе тухса каять. Çав хушăрах механик-водитель машинăна тăшман ан асăрхатăр тесе пĕрремĕш вырăнтан иккĕмĕшне, виççĕмĕшне куçарать. Паллах, черетпе вĕсенчен çулăм вирхĕнсе тухнине асăрханă нимĕçсем малтан артиллерин темиçе установки теме пултарнă. Коновалов стрелок пĕр йăнăшсăр тĕлленĕрен умлăн-хыçлăн кăларса янă снарядсем тата 6 танка лектерсе салатаççĕ.
Хăйсен вăйне çирĕп шаннă гитлеровецсем темиçе тупă пире нимех те тăваймĕ тесе виççĕмĕш атака пуçланă. КВ патне танксем тата автоматçăсем вырнаçса ларнă 8 машина çывхарнă. Экипаж пирвай пĕтĕм автотранспорта сывлăша сирпĕтнĕ. Нимĕçсем КВ пытанса ларнă вырăна пырсан координатне палăртнă. Бинокльтен танк башнине лайăх курнă. Çав хушăра экипаж тата 6 танкпа 1 броневика тĕп тунă.
Акă тăшман снарячĕ КВ гусеницине салатнă: маневр тума танк юнашара куçса ларайман. Ăна броняна çĕмĕрекен снарядсемпе кисретме тытăннă. Каç ĕнтрĕкĕччен «Клим Ворошиловăн» пĕр снаряд та юлман.
КВ танксен комплектне 111 снаряд тата пулеметсем валли 2772 патрон панă. Анчах Коновалов экипажĕ утă уйăхĕн 13-мĕшĕччен куллен çапăçăва хутшăннăран çавăн чухлĕ пулман. Тăшман çывăха ан пытăр тесе пулеметран перкеленĕ. Часах фрицсем 105 миллиметрлă пушкăсене 70-75 метра илсе пынă, КВ башнине тĕллесе тÿртен пеме пуçланă.
Каç пулсан Коновалов, Дементьев, Серебряков танк айĕнчи люкран тухса 15-мĕш бригадăна шыраса хĕвел-тухăç еннелле çул тытнă. Вĕсене нимĕçсем хăваламан. Кăнса выртнă тенĕ-тĕр. Анчах виççĕшĕ те вилĕм-рен çăлăннă.
15-мĕш бригадăран Коновалов экипажне шырама янă ушкăн тепĕр кунне 16 танк, 8 машина, 2 бронетранспортер тĕтĕм йăсăрлантарса ларнине курнă, КВ башнинче 4 танкист виллине тупнă. Бригадăна таврăнсан Коновалов экипажĕ тан мар çапăçура пуç хуни çинчен каласа панă, паттăрсен ашшĕ-амăшне пĕлтернĕ. Командирсем вĕсене манман, 1942 çулхи чÿк уйăхĕнче Семен Коновалова Совет Союзĕн Геройĕн ятне тата Ленин орденне, ыттисене вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Ялав орденĕ пама документсене фронт штабне çитернĕ. Анчах наградăсем хуçисене тÿрех шыраса тупайман. Сăлтавĕ çар контрразведки 1942 çул вĕçĕнче Коновалов, Дементьев, Серебряков чĕрĕ юлнă текен хыпара пĕлнипе çыхăннă.
Вĕсем бригадăпа пĕрлешессишĕн хĕвелтухăç еннелле пĕр эрне талпăннă - шыраса тупайман. Çĕрле Дон хирĕпе нимĕç танкĕсем патне пырса тухнă. Чи хыçалтин танкисчĕсене леш тĕнчене ăсатнă, мундирĕсене хывса тăхăннă, пысăк хĕреслĕ танка кĕрсе ларнă. Ирхине колонна хĕвелтухăçнелле çул тытнă, Коновалов экипажĕ колонна хÿринче пынă.
Темиçе сехетрен танксем атака пуçланă, лешсем - хыççăн. Тăшман бронемашинине тăрăнтарса тÿнтернĕ, хĕреслĕ танксем çине снаряд хыççăн снаряд кăларса янă. Çапла Хĕрлĕ Çар позицине çитнĕ. Тăшман танкĕн-чен сиксе тухнăскерне пирĕн салтаксем мĕншĕн персе пăрахманнинчен виççĕшĕ те кайран ватăлса пурнăçран уйрăличченех тĕлĕнсе пурăннă.
1942 çулхи çулла Гитлер Сталинграда тытса илме тĕллев лартнă. Вермахт дивизийĕсем унталла ыткăннă. Каялла чакакан Хĕрлĕ Çаршăн кашни салтак хаклă пулнă. Çавăнпа тăшман «хуранĕсенчен» тухнисенчен пысăк пайне, çав шутра Коновалова та, пĕр талăкрах тĕрĕслесе нимĕçсен çулне пÿлекенсен ретне тăратнă. 1939 çулта кĕвĕленĕ «Три танкиста, три веселых друга» юрăри пек каласан виççĕшĕ нимĕçсемпе трофей танкпа виçĕ уйăх çапăçнă, тата 3 танка вут хыптарнă.
Коновалов тăван килне çыру ярсан çеç ашшĕ-амăшĕ вăл сыввине пĕлсе савăннă, ывăлĕ чĕрĕ юлни çинчен 15-мĕш бригадăна хыпарланă. 1943 çул пуçламăшĕн-че контрразведка Коновалова шыраса тупнă, экипаж паттăрлăх кăтартнине пĕлнĕ, награда докуменчĕсене Оборонăн Халăх Комиссариачĕн комиссине çитерме ирĕк панă. С.Коновалова Совет Союзĕн Геройĕн «Ылтăн Çăлтăр» медалĕпе тата Ленин орденĕпе наградăласси çинчен 1943 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче указ кăларнă. Каярахпа Семен Сталинград патĕнчи, Курск пĕккинчи çапăçусене, Украинăна, Польшăна ирĕке кăларма хутшăннă, виçĕ хутчен аманса госпитальте сипленнĕ. Танк батальонĕн командирĕ вăрçа Германире вĕçленĕ. 1950-1956 çулсенче Хусанти танк училищин курсанчĕсене вĕрентнĕ, чукун çул çинче, заводра инженерта, ытти çĕрте ĕçленĕ, Хусанта пурăннă. Семен Коновалов ачисемпе мăнукĕсем, вĕсен тăхăмĕсем унăн ятне ямаççĕ. Вăл ÿссе çитĕннĕ Ямпулат ялĕнчи урама пурăннă чухнех унăн ятне парса хисепленĕ.
С.Коновалов 1989 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Хусанта пурнăçран уйрăлнă. Анчах ăна Совет Союзĕн Геройĕ-сен аллейинче ыттисемпе юнашар пытарман. Вăл Дербышки поселокĕн масарĕнче ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă. Ачисем ыйтнипе Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултариччен Хусанти Царицыно поселокĕнчи пĕр урама унăн ятне пама йышăннă. Нижнемитякин хуторĕ патĕнче, Коновалов экипажĕ тăшман колоннине пÿлсе каçчен тытăнса тăнă лаптăкра, танкистсене сума суса постамент, ун çине танк вырнаçтарнă. Ял çыннисем, çамрăк патриотсем ун умне чĕрĕ чечексем хурса Геройсене асăнаççĕ. «Тутарстан чăвашĕсем Семен Коновалов чăваш паттăрлăхне нихăçан та манмĕç»,-тесе пĕлтерчĕ Владимир Долгов-Акташ публицист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика