АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи информаци кунĕнче

23 ноября 2018 г.

Пĕрлехи информаци кунĕнче

Чăваш Енре тата пирĕн районта та чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Медицина пулăшăвĕн пахалăх шайне ÿстерес, регионти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсене модернизацилес енĕпе йышăннă программăсене пурнăçа кĕртес ыйтусемпе хăш-пĕр актуаллă темăсене пăхса тухнă.
Тăвай ене Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ.
Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче информушкăн членĕсем муниципаллă служащисемпе тĕл пулнă малтан. Пирĕн республика юлашки çулсенче сывлăх сыхлав системине çĕнетессипе çĕршыври малта пыракан регионсен йышĕнче пулнине палăртнă Марина Анатольевна. Çынсен пурнăç тапхăрĕ 2,4 çул вăрăмланнă майри указсене пурнăçа кĕртме пуçланăранпа, 72,73 çула çитнĕ. Республикăри программăпа килĕшÿллĕн медицина пулăшăвĕн автопаркĕ çĕнелсех пырать, пирĕн районта та çĕнĕ ФАП-сем çынсене йышăнма пуçланă, тепĕр икĕ пункт тума планланă.
Районти вĕренÿ учрежденийĕсем тумалли тата модернизацилемелли программăна пурнăçа кĕртессипе вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов паллаштарнă. Икĕ объект программăна кĕртнĕ: Енĕш Нăрвашри вăтам шкула тĕпрен юсав тумалла, Тăвайри шкул çумне тĕксе çурт хăпартмалла.
Кăçал Пĕтĕм Раççейри йышăну кунĕ раштавăн 12-мĕшĕнче тăваттăмĕш хут иртет. Çав кун çынсем харпăр хăй ыйтăвĕсемпе РФ Президенчĕн, ЧР вырăнти хăйтытăмлăх тата патшалăх органĕсен йышăну пÿлĕмĕсене пухăнма пултараççĕ. Кăмăл тăвакансене пурне те черетпе йышăнаççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванеркепе информушкăн ертÿçи Марина Загребаева тĕп больницăра ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Татьяна Игнатьева тĕп врач Тăвай енри сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен харсăрлăхĕпе паллаштарнă. Асăннă системăра 220 çын ĕçлет, çав шутра 35 врач (32-шĕ тĕп больницăра) тата 119 медицина сестри, ытти работниксем - 66. 18 специальноçпа йышăнаççĕ врачсем. Тушкилти пĕтĕмĕшле практикăллă врач уйрăмĕнче - врач, Тăрмăшри уйрăмра вара медицина сестри кирлĕ. Надзор тата профилактикăллă ĕçсен пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов та пулнă тĕлпулура.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Тамара Дьяконова, «Чăвашçăкăрпродукт» УАО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш заместителĕ - «Шупашкарти элеватор» филиал директорĕ Александр Дмитриев Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта ĕçлекенсем патĕнче пулнă. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсемсĕр пуçне хытă каяша турттарса тухнăшăн памалли тÿлев пирки те калаçнă кунта. Хĕллехи вăхăтра вут-кăвартан сыхланассипе çыхăннă ыйтусене Тăвайри 45-мĕш пушар чаçĕн начальникĕн заместителĕ Владимр Ананьев хуравланă.
Тăвайри вăтам шкулта вĕ-рентÿ пайĕн начальникĕпе Олег Ломоносовпа МАДИн Атăлçи филиалĕн директорĕ Наталья Евсюкова калаçу йĕркеленĕ. Кунта та çÿп-çап илсе тухас темăна хускатнă, регион операторĕн корректлă мар квитанцийĕсем пирки те сăмах пынă.
Йăлана кĕнĕ тăрăх граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе районта та, республикăра та йышăннă Пĕрлехи информаци кунĕнче. Пурĕ 144 çын хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илнĕ. Мĕнпур ыйтăва республика ертÿлĕхĕ тĕрĕслевре тытать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика