АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕсен савăнăçĕшĕн

23 ноября 2018 г.

Амăшĕсен савăнăçĕшĕн

«2018 çула Раççейре Ырă ĕç тăвакансен (волонтерсен) çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Эпĕ шанатăп: çак çул шайĕнче вăй илекен хисеп, шанăç тата пулăшу принципĕсем пире хамăр умра тăракан социаллă пурнăçпа экономика тата политика тĕлĕшĕнчи кăткăс тĕллевсене ăнăçлă татса пама май парĕç.
Пирĕн кашни ача амăшĕ савнăçне туллин туйтăр тесе хамăртан мĕн кирлине пурне те тумалла. Ачасем вĕсем - телей, нумай ачаллă çемье вара - питех те лайăх»,-тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура.
«Тăвайри кооператив» потребобществăн район центрĕнчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕсем ялсенчи çынсене çÿллĕ шайра тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Аннесен кунне хавхалануллă кăмăлпа паллă тăваççĕ.
Автовокзал çывăхĕнчи кооператорсен магазинне куллен кĕрсе тухас килет. Анастасия Николаевна Федорова заведующи кунти ĕçсене йĕркелесе пырать. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтереççĕ вĕсем мăшăрĕпе.
Наталия Александровна Сергеева - икĕ ача амăшĕ, суту-илÿре ырă тĕслĕх кăтартать, çынсемпе ăшшăн калаçать.
Тепĕр сутуçи те маттур, Оксана Георгиевна Ефремова тесе хисеплеççĕ ăна. Ку мăшăрăн тăватă ача çитĕнет.
Амăшĕсен кунне ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илет коллектив, уйăхри плана тултарма тăрăшать, çынсене заявка тăрăх та тивĕçтерет.
А.Федорова пĕрле ĕçлекенсен харсăрлăхĕпе кăмăллă, Анне кунĕпе саламлать вĕсене, ытти амăшĕсене те ырлăх-сывлăх сунать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика