АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент полкне

23 ноября 2018 г.

Президент полкне

Иртнĕ эрнере Канашран хурал службин Мускав Кремлĕн комендатурин Президент полкне вунă çамрăка ăсатнă. Пурте вĕсем çирĕп сывлăхлă, пур енĕпе те маттур яшсем. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин, ветерансем, çара каякансем, унта службăра пулнисем тухса калаçнă.
Юрий Васильев Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн саламне, ырă сунса каланă сăмахĕсене, призывниксем патне çитернĕ (сăн ÿкерчĕкре).
Чăваш Енрен салтака каякансем яланах лайăх енчен палăраççĕ, тенĕ Александр Мокрушин.
Пирĕн Тăвай районĕнче те Президент полкĕнче службăра тăнă çамрăксем пур. Вĕсенчен чи малтан (2008-2009 çулсенче) çак тивĕçе пурнăçланисенчен пĕри - Тăвайра çемйипе пурăнакан Евгений Вячеславович Федоров.
«Унта салтакра пулни халĕ те куç умĕнче. Çартан тĕрекленсе килтĕм. Яваплăх пысăкчĕ. Аслăраххисем тин службăна тăнисене яланах пулăшса пыратчĕç»,-терĕ çав вăхăта куç умне кăларса Е.Федоров. Вăл «Тăвайри кооператив» потребобществăра менеджерта тăрăшать. Шкулта вĕреннĕ чух спортпа туслă пулнă, «Зарница», «Орленок» çар вăййисенче хастарлăх кăтартнă. Салтака кайнă чух республика ертÿçи ятран панă сехете чыслăн упрать. Е.Федоров вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн, Чăваш патшалăх университетĕнче экономиста вĕреннĕ. Ĕçленĕ хушăра кооператив институтĕнче юрист профессине алла илнĕ.
Президент полкĕнче Тăвай районĕнчен служба тивĕçне пурнăçланисенчен Дмитрий Юрьевич Алексеева (Тушкил), Александр Витальевич Сучковпа Алексей Андреевич Гурьева (Кивĕ Пуянкасси), Алексей Вячеславович Сорокина (Тăвай) асăнмалла. Малашне те çак пысăк чыса тивĕçĕç-ха Тăвай ен каччисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика