АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ентешĕмĕрпе хавхаланса, çунат хушса»

23 ноября 2018 г.

«Ентешĕмĕрпе хавхаланса, çунат хушса»

Енĕш Нăрваш ялĕнче, СССР халăх артистки В.Кузьмина çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа, театр каçĕ пулчĕ. Вера Кузьминична сцена çинче 70 çул хăйĕн пултарулăхне кăтартать.
Малтан паллă ентешĕмĕр пирки видеоролик пăхрĕç пухăннисем. Творчество каçне малалла Енĕш Нăрвашри халăх театрĕн режиссерĕ З.Ивановапа Вера Кузьминичнан тăванĕ, культура çурчĕн заведующийĕ Е.Кузнецова тăсрĕç.
Унтан спектакаль курăнăвĕсем пĕрин хыççăн тепри улшăнса тăчĕç сцена çинче, «Кай, кай Ивана», «Пенси укçи мыскари», «Качака таки», «Экзамен» тата ытти те. Т.Пурш, Е.Гурьева, С.Иванов, Д.Сергеев, В.Ефи-мов, Л.Максимова, Г.Русская, З.Семенова, Н.Петрова пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса тĕрлĕ сăнар калăпларĕç.
«Ентешĕмĕрпе хавхаланса, çунат хушса» ятлă театр каçĕ чуна пырса тивмелле иртрĕ. Тăвай енĕн пултаруллă та сумлă ентешĕ паянхи кун та ĕçре, сцена çинче пулни, пире кăна мар, Чăваш Республикипех мăнаçлантарать.
Вера Кузьмина хăйĕн ĕмĕр-не Чăваш академи драма театрне панă. «Халăхсен туслăхĕ» (1983), «Мускава хÿтĕ-ленĕшĕн» (1941) тата ытти орденсемпе наградăланă Вера Кузьминичнăна.
ЧАССР Ĕç Мухтавĕпе тата Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине 1973 çулта кĕртнĕ ăна. 2017 çулта Раççейри Наци театрĕн премине «Ылтăн маскăна» тивĕçлĕ пулнă пирĕн мухтавлă артистка Вера Кузьмина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика