АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлăх кĕртнĕ

12 октября 2018 г.

Хăтлăх кĕртнĕ

 «Пуçаруллă та хастар хĕрарăм»,-тесе калас килет хамăн кÿршĕм, Ленин проспектĕнчи 54-мĕш номерлĕ çуртра пурăнакан Ирина Потапова çинчен. Ÿркенмест вăл, тахăш самантра подъезд урайне çуса каять, Тăвайĕнче пурăнакан амăшне пулăшма васкать.
 Отпуск пĕтесси икĕ-виçĕ кун юлсан пĕрремĕш хута хăтлăх кĕртме пуçăнчĕç мăшăрĕпе Евгений Николаевичпа. Çак ĕçе пĕлтĕрех тума шухăшланă-ха Ирина Анатольевна.
 Чăнах та, тахçантанпах юсав туман подъездсене. Юрать, ку çуртра тăрăшуллă çынсем пурăнаççĕ. Картасене те хăйсен вăйĕпе тытса сăрланăччĕ, ача-пăча площадкине тума та чылайăшĕ хутшăнчĕ ун чухне. Çамрăк амăшĕсемпе ашшĕсем уйрăмах маттур. Ку енĕпе Татьяна Михайлова (Голубева) уйрăмах ырă тĕслĕхлĕ.  Аслăрах ÿсĕмрисене те палăртмалла. Акă, Алексей Никитин хÿме çумĕнчи çумкурăка çулса тасатсах тăрать. Черновсен виççĕмĕш подъезчĕ вара çĕнĕ çул умĕн уяв капăрлăхĕпе илĕртет. Ку сăмах майăн пулчĕ-ха.
 Чăнах та ĕнтĕ, подъездра стенасем тĕссĕрленнĕччĕ. Маччасене шуратса, стенисене сенкер-кăвак тĕспе сăрларĕç. Çамрăк çемье ĕçленине кура хĕрĕ патне килнĕ Венера Павлова та хаваспах пулăшма васкарĕ. Икĕ кун хушшинче подъездăн пĕрремĕш хутне сăн кĕчĕ. Халĕ кĕрсе тухма кăмăллă. «Тасалăхшăн хамăрăн тăрăшмалла, пурин те пĕрле вăй хумалла»,-тет И.Потапова.
 Субботниксем йĕркеленĕ чухне те чи малтисен ретĕнче вăл. Харпăр хăй хваттерĕ-сене газ кĕртнĕ вăхăтра та активлăхпа палăрчĕ. Çынсенчен тĕрлĕ оборудовани тÿ-леме укçа-тенкĕ пухассине йĕркелесе, пухусем хăçан пулассине пĕлтерсе тăчĕ.
 «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, амăшнех хывнă ĕнтĕ, ĕçре вăр-вар, тирпейлĕ»,-терĕ пĕлĕшĕм сатур кÿршĕ çинчен сăмах хускатсан. Амăшне, район больницинчи аптекăра ĕçлекен Надежда Николаевна Михайлована, районта нумайăшĕ паллать. Ăста специалиста коллективра та, çынсем те хисеплеççĕ. Икĕ ачине те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Пĕр хĕрĕ тăван ялтах тымар янă, ав.
 Район администрацийĕнче Ирина Анатольевна тĕп специалист-эксперт шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртаççĕ. «Общество ĕçĕнчен те нихăçан та пăрăнмасть. Муниципалитет тытăмĕнчи республикăри тĕрлĕ ăмăртусенче команда йышĕнче район чысне хÿтĕлет»,-пĕлтерчĕ райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ В.Чайкин.
Çăмăл атлетикăна, йĕлтĕрпе чупма кăмăллать. Районти тĕрлĕ кроссенче куратăн ăна. Пĕлтĕр «Ял ĕçченĕ» хаçат парнишĕн пынă чупура 1-мĕш вырăна тухса, райхаçат парнине çĕнсе илнĕ. Район хаçачĕ тенĕрен, ăна юратса вулаççĕ, çырăнмасăр пĕр çул та юлман. Потаповсем икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Асли Арсений шкула чупать-ха, 2-мĕш класра вĕренет, кĕçĕнни Матвей садике çÿрет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика