АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЗАГСсем пĕрлехи патшалăх реестрĕпе ĕçлеме пуçланă

12 октября 2018 г.

2018 çулхи октябрĕн 1-мĕ-шĕнчен пуçласа Раççейре çĕнĕ информаци системине - ЗАГСăн Пĕрлехи патшалăх реестрне хута янă.
Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуç-ласа пур çĕнĕ актра çырнисене те Пĕрлехи патшалăх реестрне кĕртеççĕ, киввисене вара унта пĕчĕккĕн куçарса пыраççĕ. Вĕсем 1926 çул хыççăнхи документсем шутланаççĕ. Ку ĕçе 2021 çул тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ.
ЗАГСăн Пĕрлехи реестрĕпе Раççей Федерацийĕн пĕтĕм халăхĕн сведенийĕсен тĕп çăлкуçĕ вырăнне усă кураççĕ.
Чăваш Республикин ЗАГС органĕсенче 5 миллиона яхăн акт докуменчĕ упранать, вĕсене пурне те Пĕрлехи патшалăх реестрне кĕртме палăртаççĕ. Актсенче çырнисене Чăваш Республикинчи муниципаллă районсен администрацийĕсен тата хуласен округĕсен ЗАГС пайĕсен сотрудникĕсемпе операторĕсем электронлă формăна куçарса хатĕрлеççĕ. 2017 çулта 1614,1 пин, 2018 çулхи январь-август уйăхĕсенче 1362,8 пин актпа çырнисене электронлă май çине куçарса йĕркеленĕ.
Çĕнĕлĕх пурăнмалли вырăна - региона улăштарнă чухне çынсем ЗАГС органĕсенче справкăсем е документсен копийĕсем илессине чылай çăмăллатать. Çапла вара инстанцисем ыйтусемпе хуравсем ярса парасса кĕтсе ларма кирлĕ те пулмасть. Мĕншĕн тесен Пĕрлехи патшалăх реестрĕн даннăйĕсем онлайн тытăмра кашни ЗАГС пайĕнчех ал айĕнче пулаççĕ, унта актсем çырса хунисем тăрăх çĕршывĕпех информаци тăратаççĕ. Граждансем çавăн пекех патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнчи ?Патшалăх услугисен сайчĕ/ харпăр хăй кабинечĕ урлă та электронлă майпа харпăр хăй тĕллĕнех кирлĕ сведенисем илме пултараççĕ.
Маларах актсенче çырнисене Пĕрлехи реестра кĕртсе пынă май, документа - свидетельствăна е справкăна, акт çине çырни Раççей Федерацийĕн тепĕр субъектĕн- че упрансан та - çав кунах тепĕр хут ыйтса илме те май килет. Тĕслĕхрен, гражданина нотариуса тăратма çурални çинчен ĕнентерекен свидетельство кирлĕ. Вăл ăна çухатнă. Еткер илекен Шупашкар хулинче çуралнă, хăй пурăнать Чулхулара. Халиччен çыннăн асăннă документа ыйтса почта çыхăнăвĕ урлă хăйĕн гражданлăх актне регистрациленĕ ЗАГС органне заявлени çырса яма тата хурав килессе кĕтме тивнĕ пулĕч- чĕ. Çĕнĕ тытăм вара кирлĕ документа кун тăршшĕнчех çĕнĕрен илме май парать. Çапла тума пурăнакан вырăнти ЗАГС пайне кăна пымалла. Пĕрлехи реестрпа ЗАГСăн кирек хăш документне те шыраса тупма тата пичетлесе илме май килет.
ЗАГСăн Пĕрлехи патшалăх реестрне ĕçе кĕртнин тата тепĕр лайăх енĕ - патшалăх услугисемпе тивĕçтернĕ чухне кирлĕ информаци илмешкĕн ведомствăсем хушшинчи хут-шăнăва лайăхлатни. Патшалăхăн вăл е ку услугисене тивĕçмешкĕн çынсен унччен нумай документ тăратма тивнĕ. Халĕ асăннă йĕрке чылай чухне ансатланĕ: ведомство уполномоченнăйĕ-сем учетăн тĕрлĕ мелĕсемпе ĕçлеме тата даннăйĕсене çирĕплетме кирлĕ чухне ЗАГС сведенийĕсемпе усă курма пултараççĕ.
Çĕнĕ технологи йăнăшсем тăвасран та сыхланма пулăшать, пĕрлĕхлĕ номерлени документсем шыраса тупассине хăвăртлатать. Унсăр пуçне ултавлă тĕслĕхсенчен те сыхлать. Сăмахран, умĕнхине пă-рахăçламасăр, мăшăрланăва çĕнĕрен регистрацилеме е амăшĕн капиталне илмешкĕн пĕр ачанах тĕрлĕ ЗАГСра регистраци тума май килмĕ.
Уполномоченнăй органсене ?пенси фондне, ТФОМСа, миграци службине, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администраци пуçлăхĕсене, çар комиссариачĕсене, налук службине, Росреестра/ гражданлăха регистрациленин патшалăх акчĕсем çинчен сведенисем тăратмалли йĕрке те улшăннă. 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа сведенисемпе тивĕçтермелли полномочие ЗАГС органĕсенчен илсе Раççей ФНСне - Пĕрлĕх- лĕ патшалăх реестрĕн операторне шаннă.
2018 çулхи октябрĕн 1-мĕ-шĕнчен тытăнса мăшăрланасси çинчен заявление туйччен çулталăк маларах пама ирĕк пани те ЗАГСсенчи çĕнĕлĕх пулса тăрать. Унччен мăшăрланнине заявлени панă хыççăн пĕр уйăх иртсен регистрациленĕ. Çакă мăшăрланса çемье чăмăртама кăмăл тунă граждансене регистраци кунĕпе вăхăтне хăйсене вырăнлă, юравлă суйласа илме чăрмав кÿнĕ, гражданлăх тивĕçлĕхĕн актне çыракан органсемшĕн те йывăрлăхсем кăларса тăратнă. Сахал мар чухне граждансенчен нумайăшĕ уйрăм паллă кунсенче пĕрлешме кăмăл тунă, анчах çакăн пирки тивĕçлĕ вăхăтра заявлени пама майсем пулман.
Çĕнĕ нормăсемпе килĕшÿл- лĕн мăшăрланăва патшалăх регистрацийĕ тумалли куна тата вăхăта граждансене хăйсене суйласа илме ирĕк параççĕ, анчах вăл заявлени панă кунран уйăхран маларах е 12 уйăхран каярах пулма пултараймасть.
Çавăн пекех граждансем мăшăрланăва патшалăх регистрацилекен куна дистанциллĕ майпа та, хăйсем ЗАГС органĕсене пымасăрах, патшалăх тата муниципаллă услугăсен Пĕрлехи порталĕпе усă курса, суйласа илме пултараççĕ.
Автоматизациленине пула ЗАГСсенче кирек епле услуга парасси те хăвăртланать. Çыннăн хăйĕн нимĕн те çырмалла мар - ЗАГСăн Пĕрлĕх- лĕ патшалăх реестрĕнче пур заявление те ЗАГС сотрудникĕ йĕркелет, гражданинăн вара алă кăна пусмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика