АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асанне арчи çула тухать

12 октября 2018 г.

Майрукка шкула çÿреме пуçланăранпа темиçе уйăх иртрĕ ĕнтĕ. Вĕренесси пĕрре те çăмăл мар иккен. Куллен урок тумалла: çырмалла, вуламалла, задачăсем те шутламалла. Мĕн тăвăн, çирĕп пĕлÿ илес тесен сахалрах выляма тивет. Çавăнпа хĕрачан çак кунсенче асламăшĕн арчин çывăхне пыма вăхăт та тупăнмарĕ-ха.
Çапах та пĕр канмалли кун арча пирки сăмах тапратрĕ вăл.
-Пĕлетĕн-и, асанне, пи-ре Эльвира Семеновна вĕ-рентекен канмалли куна усăллă ирттерме хушрĕ,-сăмах пуçларĕ Майрукка. -Шухăшларăм-шухăшларăм та, çав арчана пирĕн шкула илсе каймалла пуль. Пысăк усă пулĕччĕ...
-Мĕн калаçатăн Майрукка; Кивĕ арăш-пирĕше шкулта сапаласа хурсан урок ирттерме те вырăн пулмĕ,-хирĕçлерĕ ватă.
-Çук, асанне пачах апла мар. Çак пуян арча пире пĕлÿ пухма пулăшĕ.
-Епле майпа;
-Çаплах. Хăш-пĕр чухне урока музей пÿлĕмĕнче ирттеретпĕр эпир. Унта темĕн те пур - ĕлĕкхи, хальхи япаласем. Ай, мĕн кăна пĕлме пулмасть-ши! Унта пирĕн арча валли те вырăн тупăнĕ.
-Мĕн тума кирлĕ пулчĕ-ха сире, шкул ачисене, кивĕ арча;-тĕлĕнчĕ асанне.
-Эпир шкулта ал ĕç тума та, эреш касма та, тĕрĕ тĕрлеме те вĕренетпĕр. Асанне, санăн пуян арча пурри çинчен пирĕн шкулта пурте пĕлеççĕ. Ун пирки хаçат-журналта та çырчĕç, анчах манăн тантăшсенчен нихăшĕ те ăна курман. Эпĕ унти мул-тупра çинчен калатăп-калатăп - вĕсем пĕлсе пĕтереймеççĕ, нимĕн ăнкармасăр çăвар карса лараççĕ...
-Çапла пулĕ те-ха... Чăнах та куçпа пĕрре курни хăлхапа вунă хут илтнинчен усăллăрах,-килĕшенçи пулчĕ ватă. -Çапах та çын умне кăларма намăс ăна.
-Мĕн намăсĕ;! Унти пуянлăха такам та ăмсанмалла!
-Куратăн-и, арчан хăрах кĕтесĕ хавшанă, шуç тимĕрĕ хăйпăннă. Çула тухсан вăл арканма пултарать...
-Халех тÿрлететĕп,-кала-çăва хутшăнчĕ аслашшĕ.
Сухаллă старик аллине мăлатук тытрĕ те шак-шак! шаккарĕ. Темиçе пăта çапсан çапла каласа хучĕ:
-Арча çула хатĕр! Шкул автобусне чĕнме те юрать...
-Çук çав! - хăйĕннех перет асанне. Кивĕскер, тĕссĕр-скер... Епле çынна кăтартас илемсĕрскерне;
-Халех сăн кĕртетпĕр,- терĕ Мария Петровна, Майрукка амăшĕ. Çапла каларĕ те вăл сунтăхран сăрăсем илчĕ, аллине киçтĕк тытрĕ. Унтан сăрлама пикенчĕ. Тимлĕн ĕçлерĕ вăл, тĕс çумне тĕс хушса килĕшÿлĕх шырарĕ. Чăн-чăн сăрă ăсти тейĕн.
Нумай пулчĕ-и, сахал-и - арча палламалла мар улшăнчĕ. Тĕрри-эрешĕ куçа илĕртет, шуç тимĕрĕ йăлтăртатать кăна.
-Кĕçех сăрă типет те, арча çула хатĕр! -пĕлтерчĕ Мария Петровна.
Арча илемленнĕшĕн асанне питĕ савăнчĕ. Çапах та ăна çула кăларма васкамарĕ-ха.
-Майрукка, пăсас марччĕ хамăр ята. Арчара йĕркесĕр-лĕх хуçаланать-çке! Япаласем урлă-пирлĕ выртаççĕ, çыххисем саланнă, пакечĕ-сем арпашнă... Ним латти çук. Епле çынна кăтартас унашкал йĕркесĕрлĕхе,-каллех кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ ватă.
Майрукка пĕртте кÿренмерĕ. Асламăшĕ ăна тĕрĕс асăрхаттарать. Мĕн тумаллаччĕ унăн; Пакета уçмасăр, çыхха-тĕрке салтмасăр арчари капăрлăхпа ăçтан паллашайăн-ха; Урлă-пирлĕ выртана тăрăхла хума пулать-иç.
-Асанне, халех арчара йĕрке хуçаланĕ,-шантарчĕ вăл.
Хĕрача арчари япаласене вăр-вар тирпейлеме пикенчĕ, чĕркемĕн-чĕркемĕн майларĕ. Хăшне-пĕрне щеткăларĕ, шакка-шакка пăрăх-тусанран тасатрĕ, кĕпе-шупăра пылесоспах илтерчĕ. Ĕçленĕ майăн е такмакларĕ, е юрларĕ вăл. Ĕçĕ ăнса пынăран тăпăр-тăпăр ташлама та ĕлкĕрчĕ. Вăхăт-вăхăт хăй тĕллĕн калаçкаларĕ:
-Сурпан, ама, шÿлкеме пĕр çыхăра пулмалла. Кĕ-пе-минтер тĕррине тепĕр тĕркене хумалла. Тухья, тевет, майра шăрçи уйрăм пакета вырнаçтăр...
Уф! Кăнтăрла тĕлне аранах ĕç вĕçленчĕ. Хĕрача, самаях ĕшеннĕскер, хăй те çăвăнса тасалчĕ. Хырăмĕ выçса килнине те туйрĕ. Телее, кухньăран тутлă шăршă перет, сăмсана ыррăн кăтăклать. Апат хатĕр пулинех. Чăнах та, кĕçех пĕтĕм çемье: аслашшĕпе асламăшĕ, ашшĕпе амăшĕ тата Майрукка - пурте пĕрле шăкăлтатса кăнтăрлахи апата ларчĕç.
-Асанне, пирĕн арча çула хатĕр,-пĕлтерчĕ хĕрача апат çисе чей ĕçсен.
-Ах анчах, епле çула кăларăпăр-ха ăна;-хаш сывларĕ асламăшĕ.
Ытла йывăр-çке арчи. Мĕнле çĕклесе хурăпăр автобуса;
-Эпĕ пулăшатăп,-терĕ аш-шĕ, Олег Иванович.
Тĕреклĕ хул-çурăмлă арçын, ирсерен икшер пăтлă кире пуканĕсемпе выляканскер, тутлă апат хыççăн йывăр арчана ним мар çĕклесе хуратех. Ку никама та иккĕлентермерĕ. Çавăнпа:
-Юрĕ, автобус чĕнĕр,-тинех килĕшрĕ асанне.
-Ур-ра! Асанне арчи çула тухать!-тăрăс-тăрăс сиккелерĕ Майрукка.
Кану кунĕ усăллă иртрĕ. Майрукка тăрăшнăран, çемьере килĕшÿ пулнăран пуян арча шкул музейĕнче вырăн тупрĕ. Малашне унти мĕнпур кăсăклă япаласемпе пурте паллашма пултарĕç. Вĕсене курса-тишкерсе ачасем хăйсен ăсталăхне туптĕç, пĕлĕвне ÿстерĕç. Йăх-несĕлĕмĕрĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма та май пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика