АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учитель - фронтовик

05 октября 2018 г.

Учитель - фронтовик

Сергей Петрович Майраслов 1918 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнче çутă тĕнчене килнĕ. Хăйĕн кун-çулне вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă. 1934 çулта ялти колхоз çамрăкĕсен шкулне пĕтерсе Канашри педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ, 1937 çулта Енĕш Нăрвашри тулли мар шкулта физикăпа нимĕç чĕлхи предмечĕсене вĕрентме тытăннă.
1942 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче вăрçа тухса кайнă. Калинин фронтĕнчи 718-мĕш стрелоксен полкĕнче, 29-мĕш армире санитар пулнă. Июлĕн 31-мĕшĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Сентябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 609-мĕш стрелоксен полкĕн- че çапăçнă, пĕр хаяр тытăçура сулахай аллине йывăр амантнă, Иваново хулинчи госпитальте 5 уйăх сипленнĕ. 1943 çулхи январĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа мĕн çĕнтерÿ кунĕчченех 3-мĕш Белорусси фронтĕнче, 164-мĕш механизациленĕ уйрăм мотострелоксен батальонĕнче нимĕç фашисчĕ-сене хирĕç çапăçнă. Çĕнтерĕве Сергей Петрович Кенигсберг хулинче кĕтсе илнĕ.
Унтан Хĕвелтухăçĕнче Забайкальски фронтĕн-че Японин Квантун çарне хирĕç кĕрешнĕ çĕре хутшăннă. 1945 çулхи октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче кăна демобилизациленнĕ.
Тăван яла таврăнсан шкулах вырнаçнă, военрукра ĕçленĕ, физика тата математика предмечĕсене вĕрентнĕ. 1955 çулта Канашри учительсен институтĕнче «Физика тата математика» специальноçне алла илнĕ. Унтан Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа пĕлĕвне ÿстернĕ. 1968-1977 çулсенче шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. С.П.Майрасловăн педагогикăри ĕç стажĕ 46 çул, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара 55 çулпа танлашнă.
Ăна вăрçă вăхăтĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Педагогикăри пархатарлă ĕçне те тивĕçлипе хакланă, чыславсен шутĕнче - «Çут ĕçĕн отличникĕ» паллă, «Ĕçри çитĕнÿсемшĕн», «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», «Ĕç ветеранĕ» медальсем, «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят, Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем...
I-мĕш ушкăн вăрçă инваличĕ 1999 çулхи ян-варĕн 4-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă.
Юлашкинчен çакна та каласа хăварни вырăнлă пулĕ. Майрасловсен çемйинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 5 ывăл тухса кайнă, вĕсенчен Николайпа Гурий паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Сергей Петровичăн чи çывăх çыннисем кун-çулне пархатарлă вĕрентекен профессипе çыхăнтарнă. Мăшăрĕ Александра Васильевна «Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ, ывăлĕ Михаил Сергеевичпа унăн мăшăрĕ Надежда Петровна - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем.
Сергей Петровича вĕренекенĕсем халĕ те ырăпа асăнаççĕ. Ачасене çак йывăр та кăткăс предметсемпе ăнланмалла та интереслĕ уроксем пама пултарнăран нумайăшĕ унăн çулĕпе кайнă, çĕршывăн паллă çыннисем пулса тăнă.
Октябрĕн 5-мĕшĕнче учительсен профессиллĕ уявĕ пулнă май, районти вĕрентекенсемпе ветерансене чун-чĕререн саламлатăп, вĕрентÿ ĕçĕнче ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика