АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрату "хакĕ"

02 сентября 2014 г.

 

Çын сывлăхне юриех вăтам сиен кỹнĕшĕн РФ УК 112 статйин 1 пайĕпе айăпланнă Тăвай районĕнчи 29 çулхи Д.

Дознани вăхăтĕнче тата суд процесĕнче çакă çирĕпленнĕ: çуллахи пĕр кĕске каç Д. хăйĕн тантăшне ватса тăкнă: янах шăммине, аяк пĕрчисене хуçнă, хырăмпа чавса сыпписенче шăйăрттарнă тата юнăхнă-кăвакарнă вырăнсем хăварнă.

Сăлтавĕ тăтăшах тĕл пулаканни - хĕршĕн "вутта" кĕнĕ. Икĕ каччă пĕр хĕре юратнă. Çав каçхине Д. ăна чечек парнеленĕ, хăйне качча тухма ыйтнă, венчет çĕрри сĕннĕ. Хĕрĕ килĕшмен. Вăл Д-на мар, тепĕрне юратнине пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн Д. хăйĕнпе тупăшса юратакана урама чĕнсе кăларнă та курса тăракансем умĕнчех ăна питрен чышнă, лешĕ ураран ỹксен ăна урисемпе пуçран тата хырăмран çине-çине тапнă. Енчен те куракансем чарман пулсан, мĕнпе вĕçленĕччĕ, калама йывăр. 7 кун сипленме тивнĕ кайран инкек тỹснĕ каччăн ятарлă хирурги уйрăмĕнче. Ăна сиплеме 14 пин тенкĕ ытла тухса кайнă.

Д. айăпне йышăннă, ỹкĕннĕ, инкек тỹсекене мораль енĕпе кỹнĕ сиене саплаштарнă.

Çăмăллатакан сăлтавсене шута илсе, суд приговорĕпе 10 уйăхлăх срока унăн ирĕклĕхне чикĕлекен наказани панă. Унсăр пуçне прокурор тавăçне те тивĕçтернĕ, инкек тỹсекене сиплеме тухнă тăкака унран обязательнăй медицина страховани фончĕн уссине шыраса илсе панă. Çавăн пек "килсе тухнă" юратупа тавăрман юрату хакĕ.

О.ЯСТРЕБОВА,

район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика