АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫЙТУ-ХУРАВ Вĕреннĕшĕн - амăшĕн капиталĕпе

02 сентября 2014 г.

 

"Ачасене вĕрентнĕшĕн амăшĕн капиталĕпе тỹлеме юрать-и?"

И.ВАСИЛЬЕВА.Тăвай ялĕ.

"Пирĕн районта амăшĕн капиталне ачисене вĕреннĕшĕн тỹлемешкĕн яма ыйтса 20 заявлени (пурĕ 760 пин тенкĕлĕх) йышăннă. Чăваш Республикипе çакнашкал заявлени пĕтĕмпе 750 ытла 28,5 млн. тенкĕлĕх пырса кĕнĕ.

Амăшĕн капиталĕ шучĕпе Раççейре вĕренỹ заведенийĕсенче çемьери ачасенчен кирек хăшне те №вĕренме пуçланă тĕле вăл ỹсĕмĕпе 25 çултан аслă пулмалла мар№ вĕрентме юрать. Унсăр пуçне унпах вĕреннĕ тапхăрта общежитире пурăннăшăн та тỹлеме пулать - пирĕн районта, чăн та, ун пек заявлени пани пулман, анчах республикăра 9 заявление (90 пин тенкĕлĕх) пăхса тухнă. Вĕреннĕшĕн тỹлеме амăшĕн вырăнти Пенси фондне амăшĕн капиталĕн сертификатне, паспорт тата вĕренỹ заведенийĕ çирĕплетнĕ договор копине тăратмалла. Договорта вĕренекен специальноçа вĕренỹ программине аккредитацилени çинчен информаци пулсан лайăх. Тỹлев срокне те кăтартни кирлĕ.

2007 çултанпа Тăвай районĕнче 790 çемье амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ, Чăваш Енре - 53,8 пин çемье. 2014 çулта амăшĕн капиталĕн виçи 429408 тенкĕ те 50 пуспа танлашать.

Л.ЯКОВЛЕВА, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика