АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр - ачасем!

02 сентября 2014 г.

 

Çул çинчи куçăм çулсерен вăйлансах пырать. Унпа пĕрле ачасен айăпĕпе пулнă инкексен йышĕ те ỹсет. Пĕчĕккисем çул-йĕр правилисене пĕлмеççĕ е, йĕркене пăсса, хăйсен пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ỹкернине ăнланмаççĕ.

Çул-йĕр инкекĕсем август-сентябрь уйăхĕсенче ытларах пулаççĕ. Çав вăхăтра шăпах ачасем каннă хыççăн вĕренме пуçлаççĕ, вĕсен тимлĕхĕ чакать.

Çамрăксем çул çинчи юхăмра асăрхануллă пулччăр тесе йĕркелĕх хуралçисем тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Августăн 25-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 10-мĕшĕччен Чăваш Республикинче "Асăрханăр - ачасем!" профилактика операцийĕ иртет. Август уйăхĕнче ачасен тимлĕхне ỹстерессипе районти полици уйрăмĕн сотрудникĕсем те самаях тăрăшнă. "Ỹсĕр водитель" (22.08.2014) операци ирттернĕ. Августăн 25-мĕшĕнче пуçланнă "Асăрханăр - ачасем!" операци малалла пырать халĕ. "Автобус", "Çуран çỹрекен, çуран çỹрекенсене каçмалли вырăн!" ятлă операцисем пулни пирки те асăнса хăвармалла.

ГИБДД ĕçченĕсем çынсемпе, ачасемпе тĕрлĕ калаçусем йĕркелеççĕ. Профилактика ĕçĕсем туса ирттерни ачасене çул çинче йĕркеллĕ пулма хăнăхтарасса шанатпăр. Çул-йĕр сотрудникĕсем тăрăшни кăна çителĕксĕр.

Водительсем! Çул çинче питĕ тимлĕ пулăр. Уйрăмах ирхине сакăр сехетсенелле е уроксем вĕçленнĕ тапхăрта. Çак вăхăтсенче вĕренекенсем çул айккипе утма е ун урлă каçма пултараççĕ.

Вĕренекенсем хушшинче пуçласа аслă çул çине тухнисем те пур. Водительсем, эсир хăвăра мĕнле тыткаланинчен çул урлă каçакан çамрăк пурнăçĕпе сывлăхĕ те килет.

И.СКВОРЦОВА, полицин аслă лейтенанчĕ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика