АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Чăваш Енри хаклă шкул ачисемпе студентсем тата педагогсем!

29 августа 2014 г.

 

Сире Пĕлỹ кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ - чи çутă та савăнăçлă уявсенчен пĕри. Çак кун пуçласа шкула каякан ачасемпе пуçламăш курсра вĕренекенсемшĕн пĕрремĕш шăнкăрав хаваслăн шăнкăртатса янăрать тата вĕсемшĕн тĕрлĕ çĕнĕлĕхпе пуян пирвайхи вĕренỹ çулĕ пуçланать.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕ - хăйсен вĕренекенĕсемпе воспитанникĕсене пĕлỹ çурчĕн алăкĕ умĕнче кĕтсе илекен педагогсемшĕн те хумхануллă вăхăт. Вĕсен ырми-канми, чунтан тăрăшса тăвакан ĕçне тата тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне пула шкул ачисемпе студентсем хăйсене малашнехи пурнăçра çынлăх тата професси тĕлĕшĕнчен ỹсме шанчăклă никĕс хывакан паха пĕлỹ илеççĕ.

Палăртма кăмăллă: 2013 çулта республикăри 12 шкул Раççейри чи лайăх 500 шкул йышне кĕчĕ, Шупашкар хулинчи 3-мĕш лицей вара çĕр-шыври чи лайăх 25 шкултан пĕри пулса тăчĕ! Унсăр пуçне, республикăн тĕп хулинчи Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменне "Хушма пĕлỹ паракан чи лайăх учреждени" номинацире "2013 çулхи чи лайăх 100 предприятипе организаци" Пĕтĕм Раççейри конкурсăн топ-листне кĕртнĕ.

Чăваш Енре шкулсен пурлăх никĕсне çирĕплетес, вĕренекенсене паха пĕлỹ парас тата вĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе тăтăшах ĕçлетпĕр. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне республикăри шкулсенче вĕренỹ класĕсемпе спорт залĕсене, медицина кабинечĕсемпе апат пĕçермелли пỹлĕмсене, çутăпа, шывпа, ăшăпа тивĕçтерекен тытăмсене тата канализаци сечĕсене юсанă, вĕренỹ сĕтел-пуканĕпе оборудование улăштарнă. Мĕн пур вĕренекене вĕренỹ кĕнекисемпе тỹлевсĕр тивĕçтернĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак шутланакан ачасем валли усă курма лайăх хутлăх йĕркелеме вун-вун миллион тенкĕ уйăрнă. Çак ĕçе малалла та тивĕçлĕн туса пырăпăр.

Пирĕн республикăра çамрăксене спорт юхăмне явăçтарасси, вĕсене сывă пурнăç йĕркине йышăнма хăнăхтарасси лайăх пурнăçланать. 2014 çулта "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин "Ача-пăча спорчĕ" проектне пурнăçа кĕртнĕ шайра Чăваш Енри ял çĕрĕнчи 26 шкул спорт залне юсаса йĕркене кĕртĕç, оборудовани туянĕç, урамри тỹрем спорт сооруженийĕсене вырнаçтарĕç.

Пирĕн мăн асаттесем: "Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен", - тенĕ. Çак сăмахсенче - кашни çыншăнах çитĕнỹ тупсăмĕ. Хаклă ачасене, вĕренекенсемпе студентсене, педагогсене тата ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, çĕнĕ открытисем тума, пултарулăхра ăнăçу тата лайăх кăмăл сунатăп!

Чăваш Республикин ПуçлăхĕМ.ИГНАТЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика