АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Математикăпа чăн наукăсене тимлĕх уйăрмалла

29 августа 2014 г.

Математикăпа чăн наукăсене тимлĕх уйăрмалла

Иртнĕ эрнере вĕренỹ тытăмĕн ĕçченĕсен çуллен пулакан республикăри конференцийĕ пулни пирки вулакансене пĕлтернĕччĕ. Çакăн хыççăн районти вĕрентекенсем 2013-2014 çулсенчи ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç, умри тĕллевĕсене палăртрĕç. Йăлана кĕнĕ пек Тăвайри вăтам шкулăн актовăй залĕнче пухăнчĕç вĕсем. Августри конференци ытлари кун пулчĕ.

Малтан асăннă мероприятие хутшăнакансене регистрацилерĕç. Унтан иккĕмĕш хутра "Экоград" тĕпчев проекчĕпе тĕплĕн паллашрĕç пухăннисем. Мĕнле кăна кăткăс хусканусем туса ĕçлеме пултаракан автоматсем туман-ши Тăвайри вăтам шкулти çамрăк физиксемпе химиксем тата тĕпчевçĕсем? Хăш-пĕрисене хускатса та кăтартрĕ хĕр-вĕренекен.

Районти шкулсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан стендсем умĕнче те чылайччен чарăнса тăчĕç конференцие килнисем. Çулсем иртнĕ май тĕрлĕ çĕнĕлĕхсемпе пуянлансах пыраççĕ стендсем.

ЧР культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Иван Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов кăмăл тунă Тăвай енри вĕрентекенсемпе, воспитательсемпе пĕрле математикăпа, чăн наукăсемпе пĕлỹ парассине авантарах шая çĕклессине тата малашне тĕрлĕ тивĕçсем пурнăçлассине сỹтсе явма.

Районти вĕрентỹ системи юлашки çулсенче чылай аталаннине палăртнă Владимир Алексеевич. Шкулсемпе хушма пĕлỹ паракан учрежденисен материалпа техника бази çирĕпленни, столовăйсемпе спорт залĕсем çĕнелни пирки те асăннă вăл. Педагогсемпе воспитательсен ĕç укçине ỹстерессипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ иккен. Тăвай ялĕнче шкулчченхи 176 вырăнлă учрежденине тăвассипе те нумай вăй хураççĕ.

Çакăн хыççăн культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Иван Иванов тухнă трибуна умне. Иван Петрович залра ларакансене çывхаракан Пĕлỹ кунĕпе саламланă. Педагогика обществине хăйсен ĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тунă, Чăваш Енпе район ырлăхĕшĕн малашне те çанă тавăрсах тăрăшма суннă.

Математикăпа, чăн наукăсемпе пĕлỹ парассине лайăхлатасси пирки сăмах пуçарнă район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов.

2013-2014 çулсенче Тăвай енре пахалăхлă вĕрентỹ валли паянхи кунпа килĕшỹллĕ условисем тума тимленĕ. Инженерипе технологи, физикăпа математика, чăн наукăсене çул памалли меслетсем шырамалла.

Районти Тушкилти, Тăвайри, Енĕш Нăрвашри шкулсенче инженери класĕсем пур.

Пирĕн районти выпускниксенчен кăçал 52-шĕ физика предметне суйласа илнĕ пĕрлехи патшалăх экзаменĕ тытма.

Республика конференцийĕнче районсенчи база шкулĕсен ĕçĕсен пахалăхне хакланă, пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Математикăпа чи лайăх кăтартуллă шкулсене асăннă, начаррисем пирки те чарăнса тăнă. Шел пулин те, пирĕн районти икĕ шкулта асăннă предметпа пĕлỹ парасси тивĕçлĕ шайра маррине çирĕплетеççĕ юлашки икĕ çулхи пĕрлехи патшалăх экзаменĕн балĕсем. Асăннă çитменлĕхе пĕтересси пирки ĕçлемелле пирĕн.

Вĕренекенсен олимпиадисем те муниципаллă вĕрентỹ пахалăхне хаклама май параççĕ. Экологипе, биологипе, географипе пысăк балсемпе савăнтараççĕ-ха çамрăксем. Информатикăпа 400 балл илме май пур çĕрте 51 кăна пухни шухăшлаттарать. Математикăпа, физикăпа, химипе те лайăх кăтартусем тăвассишĕн тăрăшаççĕ ачасем. Юлашки вăхăтра ытларах Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем çитĕнỹсем тăваççĕ. О.Лебедевапа (технологи) Е.Неофитова (экологи) вĕренекенсем республикăри олимпиадăсенче çĕнтерсе Раççейри тĕрĕслеве хутшăннă, иккĕшĕ те малти вырăнсене тухнă. Республикăри шкулсемпе лицейсем хушшинче чи лайăх кăтартупа палăрнă вĕсем. "2012 çулта кăна экологипе Тĕмерти вăтам шкул ачи малти вырăна тухнă. Информатикăпа, химипе, математикăпа, ют çĕр-шыв чĕлхипе пирĕн вĕренекенсем олимпиадăсенче çĕнтерỹçĕсен йышне кĕрейменни вĕрентекенене шухăшласа пăхма хистет. Район шайĕнче çитĕнỹ тунисем мĕншĕн республикăра палăраймаççĕ? Ку ыйтун хуравне тупмаллах пирĕн.

Районта 183 педагогика ĕçченĕ вĕрентỹ системинче вăй хурать, вĕсенчен 44-шĕ математикăпа, чăн наукăсемпе пĕлỹ параççĕ. 35 çулчченхи вĕрентекенсем сахал, 16 кăна. Вĕрентỹ учрежденийĕсенче (Тушкил, Элпуç, Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕсемсĕр пуçне) пуринче те тенĕ пекех асăннă предметсемпе кадрсем кирлĕ пулнă. Математикăпа тата чăн наукăсемпе вĕрентекенсен вăтам ỹсĕмĕ - 50 çул. Педагогика работникĕсен тĕп йышĕн ĕç стажĕ - 20-30 çул. Палăртнă предметсемпе юлашки пилĕк çул хушшинче çамрăк специалистсем килмен района.

Математикăпа тата чăн наукăсемпе пĕлỹ паракансен 22,7 проценчĕн кăна чи аслă категори, пĕрремĕш категориллисем - 72,7 процент. Категорисĕр вĕрентекенсем пуррине те палăртмасăр иртес килмест.

2014-2015 вĕренỹ çулĕнче пирĕн выпускниксене çĕнĕлĕх кĕтет, декабрь уйăхĕнче вĕсем пĕтĕмлетỹ сочиненийĕ çыраççĕ. Ку тĕрĕслеве тĕплĕн хатĕрленмелле вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен.

Тăвайри вăтам шкул республикăри чи лайăх вĕренỹ учрежденийĕсенчен пĕри пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илчĕ.

Хушма пĕлỹ парассипе ĕçлекен учрежденисенче тупса палăртаççĕ ачасем мĕнпе кăсăкланнине. "Аль" строительство комплексĕ ĕçлеме пуçланăранпа спорта ытларах вăхăт уйăракан çамрăксен йышĕ ỹсрĕ, çитĕнỹсем те çук мар. ЧР шкул ачисен Спартакиадинче 2013-2014 çулсенче пирĕн район команди чи вăйлă 10 ушкăн йышне кĕме пултарчĕ.

-Пĕлỹ кунĕпе ăшшăн саламлатăп, тỹсĕмлĕх, сисĕмлĕх, шанăçлăх, вăй-хал, çирĕп сывлăх, телей сунатăп, - тесе вĕçлерĕ калаçăвне Олег Анатольевич.

Доклада сỹтсе явма Евгений Николаевич Моряков (Тăвай, технологи), Луиза Нефалимовна Самсонова (Тăвай, физика), Елена Семеновна Емельянова (Тушкил, хими), Лидия Кузьминична Ванерке (Енĕш Нăрваш, химии), Тамара Геннадьевна Феклина (Мучар, математика) тата ытти вĕрентекенсем хутшăннă.

Çитĕнекен ăрăва лайăх воспитани парассипе пысăк тỹпе хывнăшăн, вĕрентỹре нумай çул ырă тĕслĕх кăтартнăшăн Йăнтăрчăри вăтам шкулта ĕçлекен Ирина Ивановна Егорована Республика Пуçлăхĕн Тавне панă. ЧР вĕрентỹпе çамрăксен политикин Хисеп грамотине - Галина Федоровна Степанова (Енĕш Нăрваш, директор), Ирина Витальевна Порфирьева (Тăвай, истории), Галина Николаевна Иванова (Тăвай, математика), Мария Терентьевна Туйгачева (Тушкил, пуçламăш классене вĕрентекен), Ольга Владимировна Андреева (Тăвай, иккĕмĕш номерлĕ ясли-сад), Светлана Анатольевна Глухова (Тăвай, искусствăсен шкулĕ) - тивĕçлĕ пулнă.

Район администрацийĕн Хисеп грамотине - Эльвира Владимировна Николаевана (Тăвай, вырăс чĕлхипе литератури), Светлана Ивановна Жаркована (Мучар, пуçламăш классене вĕрентекен), Наталья Николаевна Чернована (Тĕмер, директор çумĕ), Нина Калистратовна Филиппована (Чутей, чăваш чĕлхипе литератури), Надежда Анатольевна Ильинана (Элпуç, директор çумĕ), Валентина Михайловна Егорована (вĕрентỹ пайĕ, шут ĕçченĕ) - парса хавхалантарнă.

Людмила Леонидовна Кувшинова (Тĕмер, кĕвĕçĕ), Алина Егоровна Владимирова (Йăнтăрчă, технологи), Надежда Николаевна Ашмаева (Элпуç, вырăс чĕлхипе литератури), Марина Вячеславовна Захарова (Тушкил, акăлчан чĕлхи), Марина Алексеевна Петрова (ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центр, методист) маттурлăхне район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕ Хисеп грамотисемпе хакланă.

Конференци хыççăн районти вĕрентекенсемпе воспитательсем секцисенче тĕрлĕ ыйтусем сỹтсе явнă.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика