29 августа 2014 г.
Терроризма хирĕçлекен районти комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унта çĕнĕ вĕренỹ çулĕн уявне ирттернĕ чухне пĕлỹ объекчĕсене терроризмран хỹтĕлесси пирки сăмах пуçарнă.
Ку ыйтупа район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, 45-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ертỹçи Николай Павлов информацисем панă.
Ларăва район прокурорне пулăшакан Игорь Жестянкин хутшăннă.
Б.БОРИСОВ.