АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ах, хуняма, хуняма…

29 августа 2014 г.

 

Юрăра хуняма пирки иккĕмĕш анне тесе юрлаççĕ-ха, анчах 26 çулхи К. хунямине çавнашкал сума суса хисеплет тесе калама йывăр. Мĕншĕн тесен çавăн пек пулнă пулсан вăл хунямин сывлăхне юриех сиен кỹнĕшĕн (РФ уголовлă кодексĕн 115 статйин 1 пайĕпе) айăпланса Тăвай районĕнчи 1 номерлĕ суд участокĕн сакки çине ларас çукчĕ.

Тĕркĕшỹ кăçалхи май уйăхĕнче каçхине пулса иртнĕ. Ун шучĕпе 72 çулхи хунями тĕрĕс мар асăрхаттарса калани çине кỹренсе, ỹсĕр К. ăна темиçе хутчен кăкăртан çапнă. Унтан вăйпа бетон урайне тĕртсе ỹкернĕ. Лешĕ тăма хăтлансан, аллипе çỹçĕсенчен ярса илнĕ те йывăç тенкел çине пичĕпе 3-4 хут тăрăнтарнă. Çав вăхăтра картишне амăшĕ пырса кĕмен пулсан мĕнле вĕçленнĕ пулĕччĕ-ши ку тĕркĕшỹ - калама хĕн. Анчах К.-на амăшĕ лăпланма ыйтнă. Çав вăхăтра хунямăшĕ пỹртрен çăлăнса тухнă та, кỹршĕсем патне тарса каçнă, лешсем васкавлă пулăшупа полицие чĕннĕ.

Хĕнесе пĕтернине пула хунямăшĕн 8 кун хушши больницăра сипленме тивнĕ, унта унăн ванчăк тутине те çĕлесе янă. 17 пин ытла тăкак пулнă сипленсе.

Мировай суд прокурорăн тавĕçне тивĕçтерсе, К.-ран хунямăшне сиплеме тухнă тăкака обязательнăй медицина страхованийĕн фончĕн уссине шыраса илсе панă. Мĕншĕн тесен закон кун пек чухне медицина пулăшăвĕ панă тăкаксене айăпланаканран е, урăхла каласан, страхланă çыннăн сывлăхне преступлениллĕ ĕç вăхăтĕнче сиен кỹнĕ çынран шыраса илме хушать.

К. айăпне вара инкек тỹснĕ çыннăн, свидетельсен кăтартăвĕсемпе, судпа медицина экспертизин заключенийĕсемпе çирĕплетсе панă. К., чăн та, хăйĕн айăпне йышăнман, кăтартусем пама килĕшмен. Апла пулин те, суд приговорĕпе ăна преступлениллĕ ĕçшĕн (РФ уголовлă кодексĕн 115 статйин 1 пайĕпе) айăплă тесе йышăннă, 10000 тенкĕ штраф хурса наказани панă.

О.ЯСТРЕБОВА, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика