АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫЙТУ-ХУРАВ Саккуна пăсса вăрман кассан

29 августа 2014 г.

 

Кăçалхи утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче федерацин "Раççей Федерацийĕн саккунĕсен хăш-пĕр актне улшăнусем кĕртесси çинчен" 277-мĕш саккунне алă пуснă. Уголовлă кодекса "Саккуна пăхăнмасăр каснă йывăçа сутас тĕллевпе туянни, упрани, пĕр вырăнтан тепĕр çĕре турттарни, унтан каскаласа ăна-кăна туни е сутни" ятлă 191.1 статья кĕртнĕ.

"Саккуна пăсса вăрманти йывăç-тĕме каснăшăн тата "Вăрман йывăç-тĕмне пĕтернĕшĕн е сиенленĕшĕн" (260 тата 261 статьясем) пăхнă штраф виçине пысăклатнă. Административлă право йĕркин кодексĕнче унăн виçине вăтамран икĕ хут ỹстернĕ. Халиччен уйрăм çынна саккуна пăсса йывăç кассан е ăна сиенлесен 3-3,5 пин тенкĕ штрафланă пулсан, малашне вара 4-5 пин тенкĕ тỹлеттерĕç. Саккуна пăхăнмасăр касса хатĕрленĕ йывăçа е сутас тĕллевпе туянсан, упрасан 5 пин, должноçри çынна 20-40 пин тенкĕлĕх штраф хурĕç. Уйрăм предпринимателе 20-40 пин тенкĕ тỹлеттерĕç е унăн ĕç-хĕлне 90 талăка чарса лартĕç. Юридици сăпачĕсен 250-500 пин тенкĕ тỹлеме тивĕ е ĕç-хĕлне 90 талăка чарса лартма пултарĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика