АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСТĂВĂМ Çĕр çул упраннă сăн ỹкерчĕксем

29 августа 2014 г.

АСТĂВĂМ Çĕр çул упраннă сăн ỹкерчĕксем

 

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланни (28.07.1914 ç. - 11.11.1918 ç.) 100 çул çитрĕ. Çĕр чăмăрĕ çинчи халăхсен 2I3 пайĕ (30 çĕр-шыв ытла) хутшăннă çак пысăк вăрçа. Вăл 51 уйăх та 2 эрнене тăсăлнă. Фронтра салтаксен шучĕ 37 миллиона çитнĕ. Мобилизаци йĕркипе 70 миллион çын çар вăйĕнче шутланнă. Фронт линийĕн тăршшĕ 2,5-4 пин километра тăсăлнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă çĕр-шывсен çухатăвĕсем: 10 миллион ытла салтак, 12 миллиона яхăн мирлĕ граждан вилнĕ, 55 миллиона яхăн çын аманнă. Ман шутпа, тĕрĕс цифрăсене никам та татса калаймасть пулĕ.

Чутей ялĕнчен И.Н.Назаров, Н.Г.Кабартов, П.М.Карапулов, Ф.С.Сидоров, И.Н.Зайцев, И.Н. Козин, И.В.Варламов, Е. Г.Куди, И.К.Янбашов, Лука Мулаков, И.Ст.Куракин, Н.К.Мигуськин, П.П.Козлов, А.Н.Баранов, И.Я.Шеруков, С.Ф.Титов тĕнче вăрçинчен таврăнайман. Империалистсен ĕмĕтсĕр политикине "хỹтĕлесе" çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă.

Павел Петрович Куракин, Иван Герасимович Герасимов, Илья Леонтьевич Янбашов Георги хĕресне илме тивĕçлĕ пулнă. Каярахпа Граждан вăрçинче Амалăх ялĕнчи Дмитрий Никитич Никитина (Перлов), взвод командирне, паттăрлăхшăн ятлă (именные) сехет парнеленĕ.

Аслă Аттелĕх вăрçинче пуçĕсене хунă паттăр Чутей салтакĕсем тата вăрçă ветеранĕсем çинчен материал пухнă май кашни килех кĕме тиврĕ. Çавăн чухне эпĕ Н.Тимофеевасен çемйинче çĕр çул каялла (1914-1915 ç.ç.) ỹкерттернĕ сăн ỹкерчĕксем упраннине куртăм. Вĕсен мăн аслашшĕ Тимофей Петрович Петров иккен. Ю.Белковсен çемйинче те аслашшĕн Петр Васильевичăн (1916-1918 ç.ç.) сăн ỹкерчĕксем пур. Вĕсене Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче ỹкерсе илнĕ, тепĕр ỹкерчĕкре - пехота полкĕнчи рядовой салтаксем. Чи малти ретре - Петр Белков.

Манмаççĕ иккен мăнукĕсен мăнукĕсем те хăйсен мăн-мăн аслашшĕсене, асра тытаççĕ.

Раççей парламенчĕ сĕннипе Пĕрремĕш тĕнче вăрçине пирĕн çĕр-шыв хутшăннă куна - августăн 1-мĕшне - Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксене асăнмалли кун тесе йышăннă. Вĕренỹ çулĕ пуçламăшĕнче шкулта та ăна халалланă уроксем иртĕç.

З.ИВАНОВА.Чутей ялĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: салтак-пехотинецсем (варринче - Петр Белков).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика