АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса шыв ыйтăвĕпе

29 августа 2014 г.

 

Раççейри "Водоканалсен" VII конференцийĕ пулнă çак кунсенче Шупашкарта.

Таса шывпа тивĕçтерекен тата юхтарса яракан ассоциаци, субъектсенчи влаç органĕсем РФ Патшалăх Думин, Строительствăпа ЖКХ, Экономика аталанăвĕн, Çут çанталăк пурлăхĕсен министерствисен, федерацин тарифсемпе ĕçлекен службин тата Роспотребнадзорăн представителĕсем хутшăннă унта. Патшалăх влаçĕн органĕсенче вăй хуракансемпе экспертсем çурт-йĕрпе коммуналлă комплекса модернизацилессипе, таса шыв парса тăрассипе çыхăннă тата ытти ыйтусене тишкерсе уçăмлатнă.

Ытлари кун 200 ытла хăна Шупашкарти "Водоканал" АУОна çитсе курнă. Унтан Çĕнĕ Шупашкарти "Биологи тасатăвĕн сооруженийĕ" хысна унитари предприятийĕнче пулнă.

Юн кун Правительство çуртĕнче журналистсемпе пресс-конференци иртнĕ. Унта РФ строительствăпа ЖКХ министрĕн çумĕ Андрей Чибис, Раççейри таса шывпа тивĕçтерекен тата юхтарса яракан ассоциацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Елена Довлатова тата федерацин тарифсемпе ĕçлекен служба ертỹçин çумĕ Сергей Зинченко хутшăннă. Конференци паян вĕçленет.

В.ГРИГОРЬЕВ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика