АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр çулччен, çулла!

29 августа 2014 г.

Тепĕр çулччен, çулла!

 

Çу кунĕсем - ача-пăчашăн чи кĕтнĕ самант. Канма та, сывлăха çирĕплетме те, выляса савăнма та вăхăт нумай. Хăть аслисемпе пĕрле шыва кĕме çỹре, çырла татма кай. Хĕл каçмалăх вăй-хал пухăнать тейĕн.

Тăвайри 2-мĕш номерлĕ ача садĕнче "Сывă пул, çулла!" ятлă хаваслă уяв иртрĕ. Çулталăкăн çак илемĕ вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Мероприятие уçă сывлăшра йĕркелерĕмĕр. Пĕчĕк шăпăрлансем юмахсенчи тĕрлĕ персонажсемпе пĕрле асамлăхпа киленсе юлма тăрăшрĕç. Пĕрле юрларĕç, вылярĕç, çулла çинчен сăвăсем, шỹтсем каларĕç. Кашниех хăй çак вăхăта интереслĕ ирттерни çинчен каласа пама васкарĕ. "Çуллахи эстафета" тупăшу вара пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Ачасем алла-аллăн тытăнса икĕ сарă "хĕвел" турĕç. Йĕри-тавра ăшшăн та çуттăн туйăнса кайрĕ. "Шел, çуллахи кунсемпе сыв пуллашма тивет", - теççĕ ачасем. Анчах кичемленме вăхăт çук. Садике çỹресе ăс-тăн пухмалла, теприсен шкула кайма хатĕрленмелле. Пурнăç саккунĕ çаплалла. Тепĕр çулччен сывă пултăр çулла! Уяв "Неприятность эту мы переживем" юрăпа вĕçленчĕ. Юлашкинчен пурте асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç.

О.АНДРЕЕВА, музыка руководителĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика