АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илле Тăхти çуралнăранпа - 125 çул

29 августа 2014 г.

 

 

Çичĕ çăлтăр тỹпере,

Çичĕ çăлтăр çĕр çинче.

Çав çăлтăрсенчен пĕри -

Пирĕн ял çынни Тăхти.

"Илле Тăхти" кĕнеке

Юлĕ ĕмĕр-ĕмĕре.

Лайăхрах пĕлес тесе

"Шĕкĕлчерĕм" çĕрĕпе.

Пĕтерме çук тĕлĕнсе:

Мĕн-мĕн пулман çĕр çинче!

Кĕнеке мар, чăн тупра...

Кивĕ пурнăç - курăмра.

Сĕнксе ан лар, куçна уç!

Нỹшкасси - Çĕнĕ Элпуç,

Яхунь старик пуçарнă

Тỹрем, уçă вырăна.

Карта тытса тултарнă.

Мĕн çинчен кăна çырман?

-Пĕр пулăм та хăварман.

Улăм витнĕ лупассем,

Чăлăш-чалăш кил-çуртсем,

Ĕмĕрлĕх юлнă ятсем,

Пирчĕнеймен сурансем

Юн юхтарса тăраççĕ,

Чуна ыраттараççĕ.

Пĕрчĕн-пĕрчĕн чăх сăхать,

Пĕсехи ỹсет, тулать.

Пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă,

Пире "ахах" хăварнă.

Юратнă ял Нỹшкасси...

Илтĕнет Тăхти сасси:

Çулсем иртĕç темĕн чул

Шывсем юхĕç - юлĕ чул.

Çĕр çаврăнĕ çĕр пин хут,

Ĕмĕр иртĕ тепĕр хут.

Ячĕ - халăх чĕринче.

Ĕçĕ - çĕр-шыв умĕнче.

Мĕн-мĕн кăна курман вăл?

Мĕн-мĕн кăна туйман вăл?

Чĕри хĕрỹ - хĕвел пек,

Чĕлхи çивĕч - çава пек.

Асар-писер çавра çил,

Турри паман ăна пил.

Нумай утнă, вĕреннĕ,

Шăпи çапла хистенĕ.

Çак çĕр çинче, çак ялта

Утса-чупса çỹренĕ,

Çак вăрманпа, çак уйпа

Чун-чĕререн киленнĕ.

Ĕмĕчĕ çут çăлтăр пек,

Çỹлтен-çỹле çĕкленнĕ.

Пурнăç çулĕ хĕскĕч пек

Хĕстернĕ те хĕстернĕ.

Пирĕн Тăхти - сăпайлă,

Пирĕн Тăхти - мухтавлă,

Пирĕн Тăхти - хисеплĕ,

Пирĕн Тăхти - сипетлĕ.

Çуралăпăр-ỹсĕпĕр,

Çухалăпăр-çĕтĕпĕр.

Пирĕн Тăхти çĕтес çук,

Ăна халăх манас çук!

Елена ФОМИНА.

Нỹшкасси ялĕ.

 

 

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика