АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти пресс-центр пĕлтерет

26 августа 2014 г.

 

Августăн 25-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пурĕ 7650 гектар (планăн 65,3 проценчĕ) çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ. "Родник" ООО, "Дружба", "Новый путь" ял хуçалăх кооперативĕсем, В.Грачев тата ытти хăш-пĕр хресчен-фермер хуçалăхĕсем тырă пухса кĕртессине вĕçленĕ. Районĕпе пурĕ 13900 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç пĕр гектар пуçне 18,2 центнерпа танлашать. Хальлĕхе чи пысăк тухăç "Чутеевский" ял хуçалăх кооперативĕн - 21,4 центнер, С.Михайлов ХФХн - 21,1 центнер. Çав вăхăтрах "Дружба" хуçалăхра кашни гектартан 14,8, "Новый путь" хуçалăхра 9,1 центнер тырă çапса илнĕ.

Районĕпе ĕнерхи кун тĕлне 1150 гектар кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă. Çак шутран "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă общество 342 гектарне, "Чутеевский" ял хуçалăх кооперативĕ 117 тата Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕ 120 гектарне акнă.

Хăш-пĕр хуçалăхсем çĕртме сухи тăваççĕ, улăма пухса рулонлаççĕ.

Хĕле хатĕрленсе, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пурĕ 3560 тонна (100 процент) утă, 8811 тонна (100) сенаж тата 2020 тонна (планăн 18 проценчĕ) силос хатĕрлесе хунă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика