АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăчана савăнтарчĕç

26 августа 2014 г.

Ача-пăчана савăнтарчĕç

 

Тăвай енре те ачасемшĕн чылай ĕç туса ирттереççĕ. Çамрăксен творчествине аталантаракан центр ĕçлессине йĕркелерĕç темиçе çул каялла. "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" марафона тăтăшах хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартаççĕ районта пурăнакансем. Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнче вырнаçнă шкулăн кивĕ çурчĕ умĕнче пĕчĕккисен хаваслă сассисем каçченех илтĕнеççĕ халь, хĕр ачасемпе арçын ачасем паркри йывăçсен сулхăнĕнче чуччусемпе ытти аттракционсем çинче ярăнса хĕпĕртеççĕ. Çуллахи каникулта çĕр-çĕр вĕренекен "Аль" спорткомплексри тĕрлĕ секцисене çỹресе сывлăхĕсене çирĕплетрĕ. Иртнĕ эрнере вара çĕнĕ шкултан, ача-пăча паркĕнчен, спорткомплексран инçех мар вырнаçнă "24 сехет" ятлă магазинăн иккĕмĕш хутĕнче "Ача-пăча тĕнчи" суту-илỹ комплексне уçрĕ "Тăвайри кооператив" потребобщество.

Темиçе кун маларах магазин çурчĕн урам енчи стени çине аякранах курăнакан реклама лозунгне çакрĕç, илемлĕ çырнă пĕлтерỹсем çинче те вуласа пĕлме май пурччĕ çĕнĕлĕх пирки.

Кĕçнерни кун вара "Ача-пăча тĕнчи" суту-илỹ комплексĕ умĕнче ирех çынсем уткалама пуçларĕç. "Çамрăк тавар туянакансемпе вĕсен ашшĕ-амăшне кăмăла кайтăр тесе тăрăшатпăр", - теççĕ кооператорсем. "Ядринский мясокомбинат", "Маслосырбаза Чувашская", "Акконд-агро фирма", "АККОНД", "Кооператор", "Тăвай çăкăрĕ", "Тăвайри общепит", "Тăвайри кооператив" обществăсем, сĕтелсем лартса, хăйсен продукцийĕсемпе таварĕсене çынсене паллаштарма, тутанса пăхма хатĕрлерĕç. Хаваслă кĕвĕ илтĕнме пуçларĕ кĕçех икĕ хутлă магазин умĕнче. 349 тăваткал метр чухлĕ суту-илỹ лаптăкĕллĕ çурта пĕлтĕр районта республика кунне уявлас умĕн реконструкцилерĕç. Иккĕмĕш хутне те тĕллевлĕ усă курма шухăшланă ав Тăвай енри суту-илỹ ĕçченĕсем. Пĕчĕккисене илĕртмелле тăхăннă клоунсем микрофонпа калаçма пуçларĕç. Самантрах сырса илчĕç çамрăксемпе ашшĕ-амăшĕсем асăннă магазина. Икçĕр ытла çын та пухăнчĕ пуль. Ача-пăчана мĕнле кăна вăйă выляттармарĕç-ши клоунсем? Çĕнтерỹçĕсене пылак çимĕçсемпе хавхалантарма та манмарĕç вĕсем. Эх, хĕвĕшрĕç те клоунсем тавра кĕçех шкула кайма хатĕрленекенсемпе кĕçĕнреххисем. Тин утма вĕреннисем те, ĕмкĕч ĕмекеннисем те, виçĕ-тăватă уйăх каялла çутă тĕнчене килнисем те пур кооператорсен хăнисем хушшинче.

Вунпĕр сехет çитсен микрофон умне "Тăвайри кооператив" потребобщество ертỹçи Вячеслав Федоров, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин, "Тăвайри кооператив" потребобщество правленийĕн председателĕ Татьяна Митрофанова тухрĕç. Вĕсем пухăннисене суту-илỹри çĕнĕ комплекс уçăлнă ятпа саламларĕç, кашни залпа тĕплĕн паллашма сĕнчĕç. Хĕрлĕ лентăна касма çỹлерех палăртнă юлташсемпе пĕрле ачасем те хутшăнчĕç. Пĕр-пĕрне тĕртсе ан кансĕрлеччĕр тесе ушкăн-ушкăнпа кĕме ирĕк пачĕç пухăннисене.

Алăкăн сулахай енче аптека валли вырăн уйăрса хăварнă. Малалла - "Ача-пăча таварĕсем" уйрăм. Мĕн кăна çук-ши кунта?! Тин çуралнисене тăхăнтармаллинчен пуçланать те... Ытти ỹсĕмрисем валли те туянма пулать тĕрлĕ тавар. Мĕн пуррине кашнине асăнмăпăр. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсем пырса паллашчăр уйрăм ĕçĕпе. Вылямалли зал та пур. Питĕ ырă çĕнĕлĕх! Тавар туянма килнисем выляса та кăмăл-туйăмне çĕклеме пултарĕç. "Ай, анне кунта мĕнле лайăх! Ыран та килетпĕр кунта! Юрать-и, анне?" -чĕвĕлтетет ещĕкри шарсем ăшĕнче упаленекен хĕр ача. "Юрать", _ тет асли. Вылянă чухне ăш хыпсан, инçе каймалла та мар, кунтах кафе ĕçлет. "Пĕтĕмпех ачасем валли хатĕрлетпĕр. Вĕсен кашни ỹсĕмĕн сĕтел-пуканĕ пур залра. Ачасем пĕр-пĕринпе калаçса ларса каннă чухне пăхма телевизор та ĕçлет ав. "Çĕнĕ çĕрте лайăх пуласса шанатпăр", - пĕр-пĕринпе калаçаççĕ "Тăвайри общепит" тулли мар яваплăхлă общество работникĕсем. "Атте, манăн пĕчĕк кукăльпе пылак шыв тутанса пăхас килет", - хăйĕн юратнă çынни умĕнче тапăртатса тăрать 6-7 çулсенчи арçын ача. "Çиччас, ывăлăм", - хирĕçлемест пепкине арçын. "Ак, ăçта вăл ырлăх!? Тухас та килмест ача-пăча тĕнчинчен. Стена çине ỹкернĕ ỹкерчĕксене куç илмесĕр пăхаççĕ теприсем. Юмахринчен те авантарах пуль кунта.

-Ачасем, йышăнсамăр пирĕнтен çак парнене. Выльăр, кулăр, хăвăрт çитĕнĕр, çĕр-шыва юрăхлă çын пулăр," - ырă сунчĕ "Тăвайри кооператив" потребобщество ертỹçи Вячеслав Федоров çамрăксем епле хĕпĕртенине сăнанă май.

Ку комплексăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр тесе Тăвайри Михаил Архангел чиркĕвĕн иерейĕ Николай атте сăвапларĕ магазинăн иккĕмĕш хутне.

Çанталăкĕ те савăнчĕ ачасемпе пĕрле. Янкăр кăвак тỹпери сарă хĕвел хăйĕн ăшă пайăркисене сапаларĕ те сапаларĕ çĕр çине.

Комплекс канмасăр, кашни кун, ирхине саккăртан пуçласа каçхине 20 сехетчен хапăлласа йышăнать ачасене.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

Сăн ỹкерчĕксенче: Тăвайри "Ача-пăча тĕнчи" суту-илỹ комплексне уçнă самантра.

А.НИКИТИНА сăн ỹкерчĕкĕсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика