АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕпе те, типтерлĕхĕпе те тивĕçтертĕр

26 августа 2014 г.

 

Районти суту-илỹ точкисем йĕркере-и? Вĕсенче санитари нормисене пăхăнаççĕ-и? Çак тата ытти ыйтусем интереслентерн административлă комиссипе райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕсене.

Тĕрĕслев çакна кăтартса панă: чылай суту-илỹ объекчĕн фасачĕсем юсав ыйтаççĕ тата вĕсене çĕнетсе лайăхлатмалла, территорие тирпей-илем кĕртессипе те тимлени кирлĕ. Суту-илỹ точки тытакансенчен хăшĕ-пĕри коммуналлă хуçалăх предприятийĕпе çỹп-çаппа ăпăр-тапăра турттарса тухма килĕшỹ те туман. "Потребитель кĕтесĕсем" пирки те претензи пур: хăшĕ-пĕринче "Потребительсен прависене хỹтĕлесси çинчен" закон çук. Комисси членĕсен шучĕпе тавар туянаканран упаковка тумалли полиэтилен пакетшăн 20-шер пус илни те кăмăллă япала мар. Фирма магазинĕсенче унпа тахçанах тỹлевсĕр тивĕçтереççĕ.

Ялсенчи магазинсенче чăвашра туса илекен таварсем пурри-çукки те кăсăклантарнă. Вĕсем чылай чухне ытти çĕртен кỹрсе килекеннинчен йỹнĕрех те, пахалăхлăрах та.

Пĕлсе тăма: район территорийĕнче 2014 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне ваккăн сутакан 127 стационарлă суту-илỹ предприятийĕ шутланать. 2013 çулхипе танлаштарсан, кăçал ваккăн сутакан икĕ предприяти хутшăннă.

Л.ИВАНОВА

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика