АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУЛНИ-ИРТНИ Тăвай-Тăрмăш çулĕ çинчи инкек

26 августа 2014 г.

 

Августăн 20-мĕшĕнче каçхине 8 сехет те 30 минутра Тăрмăшпа Тăвай çулĕ çинче (Кушкăна пăрăнса кĕрекен çулран инçе мар) Тăрмăш енчен килекен ВАЗ-21093 автомашина Тăвай енчен хăпаракан ВАЗ-2112 автомашинăпа çапăннă. "Тăххăрмĕш моделĕн" рулĕ умĕнче 30 çулхи Тăрмăш çамрăкĕ, кăçалхи февральте ỹсĕрпе руль умне ларнăшăн правасăр хăварнăскер (РФ КоАПăн 16.26 статйи), пулнă. ВАЗ-2112 автомашинăна Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ 53 çулхи В.Разин тытса пынă. Автомашинăсем çапăннă хыççăн водительсем иккĕшĕ те хытă аманнă. В.Разин операци сĕтелĕ çинчех вилсе кайнă. "Тăххăрмĕш моделĕн" водительне Шупашкар больницине куçарнă. Тăвай районĕнчи полици пайĕн следователĕ Н.Краснова пĕлтернĕ тăрăх, инкекĕн малтанлăх сăлтавĕ Тăрмăш енчен анакан машина хирĕç хăпаракан транспорт хатĕрĕ çине пырса кĕнипе çыхăннă тесе шутлаççĕ. Уголовлă ĕç пуçарас ыйту тăрать.

ЧР ШĔМĕн пресс-служби.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика