АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци кунĕ иртнĕ

22 августа 2014 г.

Информаци кунĕ иртнĕ

 

Пирĕн республикăра кашни уйăхра тенĕ пекех Пĕрлехи информаци кунĕсем йĕркелеççĕ. Шупашкартан районсене информаци ушкăнĕсем каяççĕ.

Тăвай енре иртнĕ юн кун ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, пурнăçра кирлĕ ыйтусене татса паракан Пĕтĕм Раççейри работниксен профсоюзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ Эдуард Иванов, "Чăваш наци музейĕ" ЧР бюджет учрежденийĕн директорĕ Ирина Меньшикова пулнă.

Хăнасене малтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке йышăннă, районти ĕçлĕ лару-тăрупа паллаштарнă.

Çакăн хыççăн калаçăва район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче малалла тăснă. Пĕрлехи информаци кунĕ тĕп ыйтăвĕсене - экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ тата республика бюджетне 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта пурнăçланин итогĕсемпе ЧР вĕрентỹ заведенийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлесси çинчен сỹтсе явнă.

Малтанах ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев сăмах илнĕ. "Нумаях пулмасть республика Правительстви бюджета пурнăçланă пирки ЧР Министрсен кабинечĕн постановленине йышăннă, ĕç тăвакан влаç кăçалхи пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ",-çапла пуçланă калаçăвне Шупашкартан килнĕ информушкăнăн ертỹçи. Вăл республикăн пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарнă.

Информаци кунĕн иккĕмĕш ыйтăвĕ пирки те каласа хăварнă вăл. "Республикăра çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленесси тивĕçлĕ шайра пулса пырать. Чăваш Ен укçа-тенке вĕренỹ учрежденийĕсене реконструкцилеме, вĕсен ĕçне-хĕлне тивĕçтерсе тăма, шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсен ĕçченĕсен шалăвне ỹстерме тата ытти тĕллевпе тăкакланă. Кăçал республикăра шкул çулне çитменнисен 14 учрежденине (2616 вырăнлăх) хута яма, капиталлă юсав тунă хыççăн 1060 вырăн йĕркелеме тата 1464 вырăнлăх 9 ача садне тума (реконструкцилеме) пуçлама палăртнă", -тенĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тăвайсен ĕçченлĕхĕ çинче чарăнса тăнă.

ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев ертсе пыракан ушкăн кайран Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕнче, Тушкилти вăтам шкулта пулнă. Алексей Николаевич ĕçченсене Пĕрлехи информаци кунĕн темисем пирки ăнлантарнă. Владимир Алексеевич район 2014 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче мĕнле аталанса, пĕрремĕш çур çулхи бюджета епле пурнăçласа пыни пирки каласа кăтартнă.

Пурнăçра кирлĕ ыйтусене татса паракан Пĕтĕм Раççейри работниксен профсоюзĕн ЧР организацийĕн председателĕн Эдуард Ивановăн ушкăнĕ "Чутеевский" ЯХПК, Хумышев хресчен-фермер хуçалăхĕ, Чутейри вăтам шкул ĕçченĕсемпе тĕл пулнă.

"Чăваш наци музейĕ" ЧР бюджет учрежденийĕ директорĕпе Ирина Меньшиковапа район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пай начальникĕ Наталия Чайкина Мучар ял тăрăхĕн территорийĕнчи ялсене çитнĕ, Киччĕри информаципе культура центрĕн ĕçĕсемпе паллашнă.

Пĕрлехи информаци кунĕ хыççăн ял ĕçченĕсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Г.ЕГОРОВА.

А.НИКИТИНА сăн ỹкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика