АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха шанăç кỹреççĕ

22 августа 2014 г.

 

Юн кун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри - экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ тата Чăваш Республикин республика бюджетне 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта пурнăçланин итогĕсем çинчен. Эпир Шупашкартан пирĕн района килнĕ информушкăн ертỹçипе - ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕпе А.Н.Яковлевпа калаçрăмăр.

-Алексей Николаевич, республика ĕçĕ-хĕлĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май, кĕскен мĕнле тĕп кăтартусем çинче чарăнса тăнă пулăттăр?

-Ку тĕлĕшпе республика Правительстви бюджета пурнăçланă пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленине йышăнчĕ, республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Вĕсем, тỹрех калăпăр, малашлăха шанăç кỹреççĕ. Çапла июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне консолидациленĕ бюджета тупăшсем енĕпе пĕтĕмпе 21 млрд та 230 млн. тенкĕлĕх пурнăçланă, çакă вăл çулталăк планĕн 50,6 проценчĕ чухлĕ пулать. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ỹсĕм 4 процент. Харпăр хăй тупăшĕсене 4,8 процент ытларах тунă, вĕсем пурĕ 13 млрд та 345,4 млн. тенкĕ кĕнĕ. Харпăр хăй тупăшĕсен тỹпинче налук тупăшĕсем 87,3 процент йышăнаççĕ, налук маррисем - 12,7 процент. Бюджета кĕнĕ налук тупăшĕсем пĕлтĕрхинчен 2,7 процент пысăкрах, вĕсем 11648,1 млн. тенкĕпе танлашнă. Çав шутра организацисен, уйрăм çынсен тупăшĕсем çине хунă налуксем те нумайрах пухăннă. Саплавсăр укçа-тенкĕ калăпăшĕ те пĕлтĕрхинчен ытларах. Сăмах майăн каласан, кăçалхи пĕрремĕш çур çул итогĕсем тăрăх Тăвай районĕн консолидациленĕ бюджетне те тупăшсем 11596,2 пин тенкĕ е 10,5 процент ытларах кĕнĕ, ăна 122551,9 пин тенкĕлĕх пурнăçланă.

-Бюджет тăкакĕсем еплерех? Пурнăçри хăш сферăна ытларах янă вĕсене?

-Республика бюджечĕн тăкакĕсем кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 20 млрд та 495,4 млн. тенкĕпе е çулталăк планĕн 43,7 проценчĕпе танлашаççĕ, çакă пĕлтĕрхинчен 11 процента яхăн нумайрах.

Тăкаксен тĕп пайне мĕнле сферăсене аталантарма янă-ха? Вĕренỹ сферине вăйлатма 36,6 процент уйăрнă (2013 çулта 35,6 процент пулнă), наци экономикине 14 процент янă (пĕлтĕр 13 процент пулнă); социаллă политикăна 17,5, сывлăх сыхлавне 15,7, кинематографипе массăллă информацисен хатĕрĕсене 3,3, физкультурăпа спорта аталантарма 1,9 процент тăкакланă. Çапла вара социаллă пурнăçпа культура сферине пурĕ 15374,6 млн. тенкĕ е мĕнпур тăкаксен 75 процентне уйăрнă республикăн консолидациленĕ бюджетĕнчен. Кăçал республикăра шкул çулне çитичченхи 2616 вырăнлă 14 вĕренỹ учрежденине хута яма, капиталлă юсав туса 1060 вырăн йĕркелеме, 1464 вырăнлăх 9 ача садне тума (реконструкцилесе çĕнетме) палăртнă. Ултă уйăхра 2600 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă.

2014 çулхи ултă уйăхра республикăра 5 фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă, кĕçех тата 15-шне ĕçе кĕртмелле. Çак шута Вăтаялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ те кĕрĕ. Пĕтĕмпе вара кăçал 43 фельдшерпа акушер пункчĕ уçма палăртнă. Çаксем пурте халăхшăн, уйрăмах ялсенче пурăнакансемшĕн, питĕ кирлĕ.

Экономикăн чăн секторне аталантарма I çур çулта 2861,3 млн. тенкĕ уйăрнă. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 19,6 процент пысăкрах. Çак шутран ял тăрăхĕсенчи çулсене те лайăхлатнă.

Регион федераллă конкурссене хутшăнать, экономикăн чăн секторне укçа-тенкĕ ытларах хывма тăрăшать. Республика кăçал инвестицисем валли те 7 млрд тенкĕрен кая мар уйăрма палăртать.

Чăваш Республикин бюджетне кăçалхи I çур çулта тупăшсем илессипе пĕтĕмĕшле 17780, 3 млн. тенкĕлĕх е çулталăкри планпа пăхнин 51 проценчĕ чухлĕ пурнăçланă, ỹсĕм 3,5 процент. Çакна май социаллă пурнăçпа культура сферине аталантармашкăн республика бюджетĕнчен мĕнпур тăкаксен 76,3 проценчĕ таран уйăрма май килнĕ.

-Экономикăн чăн секторĕнчи лару-тăрăвĕ пирки пĕр-ик сăмах?

-Экономика аталанăвне илес пулсан, 6 уйăх кăтартăвĕсемпе промышленность производствин индексĕ 104,7 процентпа танлашнă. Ял хуçалăхĕнче те ырă динамика сыхланса юлать. Строительство комплексĕнче - 112 процент, пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси те 103-104 процент таран ỹсет.

-Ял хуçалăх пирки уйрăммăн мĕн каланă пулăттăр?

-Кăçалхи I çур çулта пур категорири хуçалăхсенче ял хуçалăх продукцийĕ туса илнин индексĕ 100,8 процент пулнă. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 0,3 процент ỹснĕ, 211,8 пин пуçа çитнĕ. Пур категорири хуçалăхсенче аш-какай туса илесси 1 процент, сĕт 0,6 процент ỹснĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Тăвай районĕнчи агропромышленноç комплексĕн ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче те сĕтпе аш пĕлтĕрхинчен ытларах туса илнĕ, выльăхсен йышĕ те хушăнса пырать. Халăхран туянакан сĕт хакне ỹстерсен, çынсем харпăр хăй кил хуçалăхĕсенче те ĕне выльăх ытларах усрама тытăнасса шанас килет.

Хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем начар мар пулса пыраççĕ, тырă тухăçĕ те пĕчĕкех мар. Республикăри хăш-пĕр районсемпе хуçалăхсен вара вăл чылай сулмаклăрах.

-Апла пулсан, чикĕ тулашĕнчен уйрăм апат-çимĕç продукчĕсене илсе кĕме пăрахни пире йывăрлăх кỹреймĕ?

-Ку тĕлĕшпе эпĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть экономика Канашĕпе Правительство комиссийĕн пĕрлехи ларăвĕнче каланине илсе кăтартăп. "Чăвашра апат-çимĕç дефицичĕ пулмасть",-терĕ Михаил Васильевич. Çакă, ман шутпа, питĕ уçăмлă хурав. Вырăнта ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен харпăр хăй продукцине вырнаçтармашкăн, ăна пахалăхне кура тивĕçлĕ хаксемпе сутмашкăн лайăх майсем пулĕç.

-Тавтапуç хуравсемшĕн.

Калаçăва И.ГЛАДКОВ хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика