АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра - пысăк форум

22 августа 2014 г.

 

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа утă уйăхĕнче тĕл пулчĕ. Çакăн хыççăн пирĕн республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ документа Шупашкарта октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче халăхсем хушшинчи спорт форумне тата октябрĕн 9-мĕшĕнче РФ Президенчĕ çумĕнче физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе Канаш ларăвне ирттересси пирки хушăва алă пусрĕ Владимир Владимирович.

Эппин тĕл пулу çỹллĕ шайра иртнĕ, унăн пĕрремĕш çимĕçĕсем пур. Чăваш Енре форума хутшăнакансене кăтартмалли чылай. Çак кунсенче тата Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Раççей - спорт патшалăхĕ" форум ирттерессипе Мускав хулинчи пĕрремĕш канашлăва хутшăнчĕ.

Тăвай Енре пурăнакансем те ак сывлăхшăн тăрăшаççĕ. Эпĕ те "Аль" физкультурăпа спорт комплексне çỹреме вăхăт тупатăп яланах, унта иртекен мероприятисене тăтăшах хутшăнатăп. Спорткомплексра çын кулленех нумай. Спортпа туслă çын çирĕп сывлăхлă пулнине ăнланаççĕ вĕсем. Кĕçех пахчара ĕçсем вĕçленеççĕ. Сывлăх пирки тимлесе "Аль" спорткомплексра пушă вăхăчĕсене ирттерме сĕнес килет пурне те.

Халăхсем хушшинчи "Раççей - спорт патшалăхĕ" форум ирттерессипе ЧР тĕп хули Шупашкар пиллĕкмĕш хула пулать.

С.КИРИЛЛОВ, шкул директорĕ.

Çĕнĕ Пуянкасси.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика