АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профилактика ыйтăвĕсем, конкретлă ĕçсем

22 августа 2014 г.

 

Иртнĕ ытлари кун прокуратурăра район прокурорĕ ертсе пынипе преступленисемпе право йĕркисене пăснин профилактикин ыйтăвĕсене сỹтсе явассипе право сыхлав органĕсен ертỹçисен координаци канашлăвĕн ларăвĕ пулса иртнĕ.

Унта РФ шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинче "Урмарский" пайĕн тата Тăвай районĕнчи полици уйрăмĕн, Раççейри следстви комитечĕн Канашри районĕсем хушшинчи пайĕн, уголовлă ĕçсене пурнăçа кĕртекен инспекцин, суд приставĕсен службин, Раççей МЧСĕн районти надзор пайĕн сотрудникĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсем, ыттисем хутшăннă. Канашлура право сыхлав органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем кăçалхи пĕрремĕш çур çулта преступноçа хирĕç пĕр-пĕринпе килĕшỹлĕх тупса кĕрешнине, экономикăпа социаллă пурнăçри тĕрлĕ ыйтусемпе тимление палăртнă. Районта пĕтĕмĕшле преступноç шайĕ чакса пыни курăнать. Çапла, тĕслĕхрен, иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан, кăçалхи I çур çулта регистрациленĕ преступноç хисепĕ 22 процент чакнă.

Çав вăхăтрах координаци канашлăвĕнче уйрăм çитменлĕхсене, вĕсене пĕтермелли майсене, вăхăтне тата конкретлă ĕçсене пурнăçлассишĕн яваплă çынсене палăртнă. Наркотикла япаласемпе усă курнине, пирус туртнипе, эрех-сăрапа иртĕхнине хирĕçлесе те профилактикăна вăйлатни кирлĕ.

О.ЯСТРЕБОВА,

район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика