АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей ялавĕн кунне халалласа

22 августа 2014 г.

 

Кашни çĕр-шывăн патшалăх символĕсем пур. Герб, ялав, гимн. Патшалăх символĕсем - çĕр-шыв историйĕ, тата унăн паянхи кунĕ. Вĕсем çĕр-шыв çул-йĕрĕн хăйевĕрлĕхне палăртаççĕ, ытти патшалăхсенчен мĕнпе уйрăлса тăнине уçса параççĕ. Акă Раççейĕн тĕп символĕсенчен пĕри - патшалăх ялавĕ. 1994 çулхи августăн 22-мĕшĕнченпе Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕн кунне паллă тăваççĕ.

Çавна май августăн 19-23-мĕшĕсенче районти библиотекăсенче тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. "Триколор России" тематикăлла калаçу, "Флаг России", "Флаг свободы и независимости" информаци сехечĕсем йĕркеленĕ. "Новая Россия - новые символы", "Что я знаю о России" пĕлỹ паракан вăйăсем, конкурссем кĕçĕн вулакансем валли пулать.

Енĕш Нăрвашри информаципе культура центрĕн "Пучах" агидбригади "Раççей ялавĕ çумĕнче" программăпа "Красная Чувашия" ЯХПК ĕçченĕсене паллаштарать.

Чутей ял тăрăхĕнче - спорт ăмăртăвĕсем, Тушкилте сĕтел çи теннис вăййисем пулаççĕ.

А.ИВАНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика