АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕмпĕр хыпарĕсемпе те паллашаççĕ

22 августа 2014 г.

 

Сăхăтпуçĕнчи Николайпа Нина Мешковсене ялта пĕлменни çук, вĕсем таврара та ырă ĕçсемпе палăрнă.

Николай пушарникра, Нина выльăх тухтăрĕнче ĕçлесе пенсие тухрĕç. Халĕ те пушă лармаççĕ. Хуçалăхне курсан тĕлĕнтĕм: пахчара тĕрлĕ йывăçсем ỹсеççĕ, картишĕнче йĕркелĕх хуçаланать. Вĕсем тата ял историйĕпе, йăх тымарĕпе кăсăкланаççĕ. Альбом та хатĕрленĕ. Пĕр-пĕрне килĕштернине ăшшăн калаçнинчен сисетĕн. Тарават пулчĕç мана, хам васканипе пурнăçăн чылай самантне аса илсе пĕтереймерĕмĕр те. Тепрехинче вăрахрах тытăнса тăма шантартăм. Вĕсене тăтăшах Чĕмпĕрте чăвашла тухса тăракан "Канаш" хаçата парнелесе хăваратăп. Мешковсем районта тухса тăракан "Ял ĕçченĕ" хаçата юратса вуланине пĕлтерчĕç, вĕсем ăна пĕр çул сиктермесĕр çырăнса илеççĕ.

-Танлаштарса пăхрăмăр хамăр "Ял ĕçченĕпе". Ан çиленĕр те, хамăр тăван хаçат пурпĕрех çывăхрах пире",-терĕç. Ăшшăн уйрăлтăмăр пĕр-пĕринчен.

Лаврентий ДАНИЛОВ.Чĕмпĕр-Сăхăтпуç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика