АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунсăр каснăшăн

22 августа 2014 г.

 

Район прокурорĕ "Канаш лесничестви" хысна учрежденийĕн Тăвайри участок лесничествин лесничийĕ тĕлĕшпе Канашри районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ тăратнă айăплав заключенине çирĕплетнĕ тата уголовлă ĕçе тивĕçлипе пăхса тухма Вăрмар районĕн судне ярса панă. Мĕн айăпа кĕнĕ-ха лесничи?

Ăна РФ уголовлă кодексăн 260 статйин 2 пайĕн "в" тата "г" пункчĕсемпе (хăйĕн службăри вырăнĕпе усă курса лартнă вăрмана пысăк виçепе саккунсăр касни - икĕ тĕслĕх) тата 292 статйин 2 пайĕпе (службăри ултав) пăхнă тивĕçсĕр ĕçсемшĕн айăплаççĕ. Следстви версийĕпе, 2013 çулхи январьте лесничи саккунпа çапла тума юраман çĕртен вырăнта пурăнакан ултă çынна вĕсен ЧР çут çанталăк министерствипе кирлĕ пек туса хатĕрленĕ договор çуккине пĕлетăркач чăрăшсем касма сăмах хальлĕн ирĕк панă, çапла вара Чăваш Ен çут çанталăк министерствине 76 пин ытла тенкĕлĕх сиен кỹнĕ.

Çакăн пекки 2013 çулхи май уйăхĕнче те пулнă. Вăл вырăнта пурăнакан пĕр çынна, лешĕн çапла тума тивĕçлĕ хутсем çук пулсан та, саккунтан иртсе вăрман касма ирĕк панă.

Унсăр пуçне çав уйăхрах хăйне усăшăн е ытти сăлтавпа асăннă çын тĕлĕшпе йывăç хатĕрленĕ вăхăтра каснă вырăна кирлĕ пек тасатман тесе административлă йĕркене пăсни çинчен суя протокол çырнă е, урăхла каласан, официаллă документ çине çын правине хĕсĕрлекен суя сведенисем кĕртнĕ. Юрать-ха, республика прокуратури хирĕçленипе асăннă çынна административлă яваплăх тыттармалли постановление пăрахăçлама май килнĕ.

О.ЯСТРЕБОВА, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика