АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Имçамланин усси пысăк

22 августа 2014 г.

 

Районти хуçалăхсем кĕр тыррисем акма пуçланă ĕнтĕ. Кĕр тыррисем пирĕн тăрăхшăн чылай шанчăклă культура шутланаççĕ, çавăнпа вĕсене уйрăм хуçалăхсем пысăк лаптăксенче туса илеççĕ. Ун пек çĕрте вăрлăхсене имçамласси çине те пысăк тимлĕх хураççĕ, çакăн уссине лайăх пĕлеççĕ.

Паянхи кун тĕлне района кĕрхи тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене имçамлама 200 литр Субтилин биофунгицид кỹрсе килнĕ, ку вăл 400 тонна вăрлăха имçамласа акма çитет. Хуçалăхсем халĕ ытларах биологиллĕ препаратпа имçамласшăн. Субтилин çавăн пек препарат. Вăл экологишĕн хăрушсăр тата вутпуççи чирĕсене те пĕтерет. Химиллĕ препаратсем те хатĕрлесе хунă: тĕслĕхрен, Виал Трас Т, ВСК-15 литр, Виал Трио, ВСК-70, Бункер, ВСК-36 литр.

Вăрлăхсене имçамласа акассине "Акконд-агро фирма" ХАО, "Родник" ООО, "Чутеевский", Ленин ячĕллĕ ЯХПКсем, В.Грачев ХФХ çулсеренех лайăх йĕркелеççĕ.

Кĕр калчисен кĕрхи тата çурхи йĕпе-сапана тỹссе ирттерме тивет. Çавăнпа вĕсене имçамласа акнин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк: тымар çĕреслĕх чакать тата ытти чирсенчен те сыхлать.

Имçамсемпе ĕçленĕ чухне, паллах ĕнтĕ, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла, ĕçлекенсене ятарлă тумтирпе (халатпа, резина перчаткăсемпе, резина атăсемпе, куçлăхсемпе, респираторсемпе) тивĕçтермелле.

В.СОРОКИН, "Россельхозцентрăн" Канашри уйрăмĕн начальникĕн çумĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика