АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсем

15 августа 2014 г.

 

 Нумаях пулмасть республика Правительстви бюджета пурнăçланă пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленине йышăннă, ĕç тăвакан влаç органĕсен кăçалхи пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне консолидациленĕ бюджета тупăшсем енĕпе пĕтĕмпе 21 млрд та 230 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, ку вăл - çулталăк планĕн 50,6 проценчĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, ỹсĕм - 4 процент. Харпăр хăй тупăшĕсемпе 13 млрд та 345,4 млн тенкĕ кĕнĕ, 4,8 процент хушăннă. Чăваш Республикин консолидациленĕ бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕсен тỹпинче кăçалхи I çур çулта налук тупăшĕсем 87,3 процент йышăннă, налук шутланман тупăшсем - 12,7 процент.

Бюджета кĕнĕ налук тупăшĕсен калăпăшĕ 11648,1 млн тенкĕпе танлашнă, çакă пĕлтĕрхинчен 2,7 процент ытларах. Организацисен тупăшĕ çине хунă налуксем 2516,2 млн тенкĕ кĕнĕ е 5,5 процент ытларах, уйрăм çынсен тупăшĕсем çине хунă налуксем - 4803,6 млн тенкĕ (9,1 процент нумайрах). Саплавсăр укçа-тенкĕ калăпăшĕ 7884,6 млн тенке çитнĕ, 2013 çулхинчен 2,6 процент ытларах.

Республика бюджечĕн тăкакĕсем вара кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 20 млрд та 495,4 млн тенкĕпе (çулталăк планĕн 43,7 проценчĕпе) танлашнă, çакă иртнĕ çулхинчен 10,9 процент нумайрах.

Пырса кĕнĕ укçа-тенкĕпе усă курас енĕпе патшалăх влаçĕн пур органĕсен тухăçлă ĕçĕ консолидациленĕ бюджетăн профицитне чакарма май панă, июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 734,6 млн тенкĕ пулнă. Тăкаксен тĕп пайĕ çак сферăсене пырса тивет: вĕренỹ - 36,6 процент (2013 ç. - 35,6 процент); социаллă политика - 17,5 (пĕлтĕр - 20,4); наци экономики - 14 (иртнĕ çулта - 13); сывлăх сыхлавĕ - 15,7 (2013 ç. - 16,8). Кăçалхи ултă уйăхра вĕренỹ валли 7499,8 млн тенкĕ (пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 114,6 процент) уйăрнă. Укçа-тенке вĕренỹ учрежденийĕсене реконструкцилеме, вĕсен ĕçне-хĕлне тивĕçтерсе тăма, шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсен ĕçченĕсен шалăвне ỹстерме тата ытти тĕллевпе тăкакланă. Кăçал республикăра шкул çулне çитменнисен 14 учрежденине (2616 вырăнлăх) хута яма, капиталлă юсав тунă хыççăн 1060 вырăн йĕркелеме тата 1464 вырăнлăх 9 ача садне тума (реконструкцилеме) пуçлама палăртнă. Социаллă политика валли пĕрремĕш çур çулта 3594,2 млн тенкĕ (пĕлтĕрхи шайăн 95,3 проценчĕ) уйăрнă. Укçа-тенке социаллă тивĕçтерỹ, хỹтĕлев валли, социаллă пулăшу пама, тĕрлĕ тỹлевсем валли, граждансен уйрăм категорийĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме тата ытти çĕре янă. Çапла майпа ултă уйăхра 2600 ытла çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă.

Сывлăх сыхлавне ку тапхăрта 3215,9 млн тенкĕ (пĕлтĕрхин 103,5 проценчĕ) уйăрнă. 2014 çулхи ултă уйăхра республикăра 5 фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă, август вĕçĕччен тата 15-шне ĕçе кĕртмелле. Кăçал пĕтĕмпе 43 фельдшерпа акушер пункчĕ уçма палăртнă. Сывлăх сыхлавĕн 8 учрежденийĕнче реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ.

Экономикăн чăн секторне аталантарма I çур çулта 2861,3 млн тенкĕ (пĕлтĕрхинчен 19,6 процент ытларах) уйăрнă.

Çул-йĕр хуçалăхне илсен I çур çулта 14,2 км çула юсанă, вĕсенчен 6,2 км - ял тăрăхĕсенче. Ял хуçалăхне аталантарас тесе ял хуçалăхĕнчи 60649 тавар туса илекене пулăшнă, вĕсенчен 808 организаципе хресчен-фермер хуçалăхне тата хушма хуçалăх тытакан 59841 çынна. Паянхи куна Чăваш республики экономика ỹсĕмĕн улшăнман тенденцине тытса пырать, ĕç шалăвĕ ỹсет, уйрăм бизнес аталанать, çакна республикăн налук потенциалĕн индексĕ çирĕплетсе парать: 2006-2009 çулсенче вăл 0,404-пе танлашнă, 2014 çулта вăл 0,496 пуласса шанаççĕ.

Пирĕн республикăра ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, уйрăмах уйăхсерен паракан укçа тỹлевĕ енĕпе. Хальхи вăхăтра çак тỹлев виçи республикăра 1082 тенкĕпе танлашать, кунсăр пуçне стационар телефонĕпе усă курнăшăн 220 тенкĕ компенсаци параççĕ. Федерацин Атăл çи округĕнче ку тỹлев чи пысăкки шутланать. Кỹршĕсемпе танлаштарсан, çакăн пек курăнать: Мари Эл республикинче ĕç ветеранĕсене паракан социаллă тỹлев 823 тенкĕ, Мордвара - 796, Тутарстанра - 1087, Чулхула облаçĕнче - 1228, Ульяновск облаçĕнче - 806 тенкĕ. Эпир пенси вăхăтне çитнĕ, "ĕç ветеранĕ" статусне илнĕ çынсен шучĕпе те уйрăлса тăратпăр. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне ку цифра 128,2 пин çынпа е пенси вăхăтне çитнĕ мĕн пур çыннăн 46,4 проценчĕпе танлашать. Ытти çĕрте ку цифра пĕчĕкрех: Тутарстанра - 28 процент, Мордвара - 30,7, Мари Элта - 38,8 процент. Пĕтĕмпе вара Чăваш Енре 168,6 пин ĕç ветеранĕ пурăнать. 2013 çулта уйăхсерен паракан укçа тỹлевĕпе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 1 млрд та 821,6 млн тенкĕ тăкакланă, кăçал ку тĕллевпе 1 млрд та 964,6 млн тенкĕ тăкаклама пăхса хунă. Регион федераллă конкурссене хутшăнать, экономикăн чăн секторне укçа ытларах уйăрма тăрăшать. Енчен те 2013 çулта республика инвестицисем валли 5,458 млрд тенкĕ уйăрма пултарнă пулсан, тĕрĕслетнĕ даннăйсем тăрăх кăçал ку кăтарту 7 млрд тенкĕ ытла пулмалла.

Чăваш Ен дотациллĕ регион пулнине никам та хирĕçлемĕ. Республикăра пурăнакансем умĕнчи бюджет обязательствисене пурнăçлама çăмăлах мар ăна, пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене укçа уйăрас тесен кредит организацийĕсенчен пулăшу ыйтма тивет. Анчах та Чăваш Республикин правительстви "кивçен ил, анчах перекетле" позицие пăхăнать. Çавăнпах 2014 çулта патшалăх парăмне тивĕçтермелли тăкаксене 25 млн тенкĕлĕх чакарасшăн.

Халăхсем хушшинчи ертсе пыракан рейтинг агентствисен кредит рейтингĕ республикăна ертсе пырас ĕçĕн тухăçлăхне кăтартса парать. Кăçалхи июнь уйăхĕнче Шупашкарти VII экономика форумĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен уçă регион тата шанчăклă партнер пулнине пĕлтерчĕ.

Ку сăмахсене Moody, slnvestorsService тата FitchRatings рейтинг агенствисен пысăк рейтингĕсем çирĕплетеççĕ. Асăннă агенствăсен рейтинг хаклавĕсене çулсерен ирттереççĕ, юлашки çичĕ çул хушшинче вĕсене республика стабильлĕ прогнозпа çирĕплетет. Халăхсем хушшинчи рейтинг агентствисен пысăк хаклавĕ тата пĕлтерĕшĕ пирки пĕлекен специалистсем те республика влаçĕн ĕç-хĕлне асăрхасах тăраççĕ.

Александр СЕРГЕЕВ, райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ:

Пĕрремĕш çур çул итогĕсене илес пулсан, 2014 çулхи 6 уйăхра районăн консолидациленĕ бюджетне тупăш ытларах кĕнĕ, ăна ку енĕпе 122551,9 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Тупăшсем пĕлтĕрхи ку тапхăртинчен 11596,2 пин тенкĕ е 10,5 процент ытларах кĕнĕ. Налук тата налук шутланман тупăшсем кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 28090,7 пин тенкĕ е çулталăкри планăн 49 проценчĕ чухлĕ пырса кĕнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 35,7 процент хушăннă. Саплавсăр укçа-тенкĕ хисепĕ вара 94461,2 пин тенкĕпе танлашнă, ку вăл çулталăк планĕн 47,4 проценчĕ пулать.

Район бюджечĕн тăкакĕсем пирки калас пулсан, кăçалхи 6 уйăхра вĕсем 117744,2 пин тенкĕпе (çулталăк планĕн 44 проценчĕпе) танлашнă, çав шутран вĕренĕве 77750,9 пин (50,1 процент), культурăна 8807,7 пин (44,6), наци экономикине 5454,2 пин (27,1 процент) тенкĕ янă тата ытти те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика