АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕтпе те, ашпа та аккондçăсем малта

15 августа 2014 г.

 

Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пурĕ 4527 пуç (иртнĕ çулхин 106,3 проценчĕ чухлĕ) мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 1934 ĕне (102,3 процент) усранă. Сурăхсемпе качакасем 297 пуç (179 процент).

7 уйăхра 214,2 тонна аш-какай туса илнĕ. Ỹсĕм пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 17,4 процентпа танлашать. Аш туса илессипе "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă общество малта. Унăн тỹпинче - 77,4 тонна паха продукци. Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне асăннă предприяти 49,9 тонна аш хатĕрленĕ пулнă.

Пĕтĕмĕшле сĕт туса илесси 5814,1 тоннăна çитнĕ, ỹсĕм - 108,1 процент.

Кăçалхи 7 уйăхра районĕпе кашни ĕнерен вăтамран 3018 килограмм сĕт суса илнĕ. Пĕлтĕр ку тапхăрта 2866 килограмм пулнă. Кашни 100 ĕнерен вăтамран 75,8 (пĕлтĕр 62,6) пăру пăхса илнĕ.

Ĕнесен продуктивлăхĕпе "Акконд-агро фирма" ХАО малта. Кунти ĕнесем 2014 çулхи январь-июль уйăхĕсенче вăтамран 3781 килограмм сĕт антарнă (пĕлтĕр çак тапхăрта 3780 килограмм). "Новый путь" (3194 килограмм), "Чутеевский" ял хуçалăх предприятийĕсен те выльăхсен продуктивлăхĕ аван. Хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен В.Грачев хуçалăхĕн сăвăм пысăк: кашни ĕнерен вăтамран 4680-шар килограмм сĕт сунă (пĕлтĕр 4674 килограмм пулнă).

Е.МИХАЙЛОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика