АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайсем Кемĕр облаçĕнче

15 августа 2014 г.

Тăвайсем Кемĕр облаçĕнче

 

Кузбасра Прокопьевск районĕнче культурăпа туризм çулталăкĕнче турист маршручĕсем ĕçлеме пуçланă. Вĕсенчен пĕри "Прокопьевск районĕнчи нацин асамат кĕперĕ" ятлă. Асăннă маршрутпа Чăваш Енри Тăвай районĕнчен килнĕ ушкăн тĕплĕн паллашрĕ.

Свободнăй поселокра пулнă тăвайсем малтан. Вĕсене украинецсен Вера Андрющенко клуб заведующийĕ ертсе пыракан диаспорин представителĕсем ăшшăн кĕтсе илнĕ. Украина халăхĕн культури пирки каласа кăтарнă малтан. Унтан "Мрия" фольклор тата ача-пăчан "Зорьинка" ансамбльсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Украина наци блюдисем (хуран кукăлĕ, пĕлĕм, тăпăрчлă кукăль, сало) те чăвашсене кăмăла кайнă, вĕсем сувенира (йывăç кашăк) та хĕпĕртесе йышăннă. Чылайччен калаçса ларнă пухăннисем. Аякран килнисем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăк умне кайса пуç тайнă, çакăн хыççăн, Любовь Чударова сăвăç йĕркисене итленĕ.

"Пирĕн пата тăвансем килчĕç",-тесе хирĕç тухнă тăвайсене Смышляево поселокĕнче пурăнакансем. Удмурт халăхĕн йăли-йĕркине пăхăнса çавра çăкăрпа, пылпа кĕтсе илнĕ чăвашсене. Галина Гербер библиотекарь хăнасене музее илсе кайнă. Ыйту панă хыççăн экспозицисем ăшĕнче хуравне тупмалла пулчĕ тăвайсен. Сăмаварсемпе утюгсене, шăнкăравсене тата ытти экспонатсене черетпе пăхрĕç вĕсем, парне (кедр мăйри хутаççи) тупсан питĕ хĕпĕртерĕç. Удмурт халăхĕн çимĕçĕ те савăнтарнă хăнасене. Я.Бугорская ертсе пыракан "Тальяночка" халăх ансамбль номерĕсене тăвăллăн алă çупса йышăннă вĕсем. Александр Бугров экскурсовода чылай ыйту панă Тăвай районĕнчен килнисем ял тайга çывăхĕнчине асăрхасан: "Кунта упасем яла час-часах тухаççĕ-и? Кедр йывăççисем ỹсеççĕ-и тайгара? Пулăсем пур-и юхан шывра тата ытти те".

Большая Талда ятлă яла çитнĕ кĕçех çул çỹрекенсем. Кунти культура çурчĕ Прокопьевск районĕнче чи лайăххи шутланать иккен. Валентина Майер заведующи çур сехете яхăн экскурси ирттернĕ. Бильярдла вылямалли, ачасемпе ĕçлемелли пỹлĕмсем, стерео-экранлă зал, театр студийĕ, тренажерсен кабинечĕ, юрлакан сехет тата ытти те питĕ килĕшнĕ тăвайсене.

Çĕр кăмрăкĕ кăларакан çĕрти ĕçлĕ шав пирĕн районтан кайнисен асĕнче яланлăхах асра юлнă. Çỹллĕ БЕЛАЗ-сем çывăхĕнче тунă сăн ỹкерчĕксене вĕсем тăван района илсе çитернĕ.

Чапаевский поселокра чăвашсем пурăнаççĕ. Кунта пирĕн халăх йăли-йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ, чăвашла калаçаççĕ. Наци йăлипе паллаштаракан пỹлĕм пур клубра, фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ. Библиотекăн тата клубăн заведующийĕсем Юлия Никитинапа Людмила Филиппова хăнасене поселок, Социализмла Ĕç Геройĕ Алексей Игнатьев паллă ентешĕмĕр çинчен каласа кăтартнă. "Лăпкă, илемлĕ, хăтлă кунта",-тесе хакланă Тăвай районĕнчен килнисем чăвашсен ялĕн урамĕсемпе утнă май. Кайран пурте пĕрле юрларĕç. Çуралнă вырăнтан инçетре те чăвашла юрланине илтни питех те хумхатарнă тăвайсене.

Юлашкинчен çул çỹревçĕсен ушкăнĕн ертỹçи, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванеркепе Александр Бугров экскурсовода, Прокопьевск район ертỹçине Наталья Шабалинана асра юлмалли экскурсишĕн тав тунă, Кузбасс чăвашĕсене Тăвай ене çитсе курма чĕннĕ.

О.БОРОНИХИНА,

Сăн ỹкерчĕкре: Тăвай районĕнчен кайнисем Кемĕр облаçĕнчи артистсемпе пĕрле.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика