АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлпуç уйĕнче çĕнĕ комбайн

15 августа 2014 г.

 

Ку вăхăтра районти кашни хуçалăхрах хĕрỹ ĕçсем пыраççĕ: выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, кĕрхи культурăсем акма çĕр кăпкалатаççĕ, тырă вырса çапаççĕ тата ытти те. Çăлпуçĕнче те пикенсех тырă çапса тĕшĕлеççĕ.

Малтан кĕрхи тулă çапма пуçланă. Тухăçĕ начарах мар. Иртнĕ çулсенче тырă вырса çапнă кивĕ "Енисей-1200" комбайн, чăн та, вырăнтах-ха. Çĕннипе çапас тенĕ пулас. Çак уйăхра кăна-ха çĕнĕ комбайн А.СROS-530 илсе килнĕ. Унпа уйра тырă вырнă çĕрте Иван Петрович Лукин тăрăшать. Комбайнера пулăшаканĕ - Алексей Александрович Петров. Комбайн çапса тĕшĕленĕ тырра сортировка патне Олег Ильин шофер турттарса тăрать. Вăлах сортласа тасатнă тырра склада кĕртме пулăшать. Склада тырă кĕртнĕ çĕрте Алексей Васильевич Федоров тимлет. Çăлпуçсен кăçал 400 гектар ытла лаптăкра тырă пухса кĕртмелле. Пĕр комбайнпа йывăртарах, паллах. Малашне çанталăк мĕнле пулĕ тата ĕç вăраха кайсан тыр-пул тăкăнма та пултарать. Вăрлăх туса илекен хуçалăх пулнă май кăçал Лачкасси çĕрĕнчи 80 гектар çинче Эстер сортлă супер элита çурхи тулă акса хăварнă. Çĕр улми те сахалах мар, çĕр гектар ытла. Çăлпуç ялĕн уйĕсенче паха сортлă Рябинушка, Гала сортсем лартнă. Çĕр улмине агрегатсемпе шăварса тăчĕç, икĕ хут та шăварчĕç. Çĕр çинче чуна парса çурăм тăрăх тар юхтарса ĕçлемесен пысăк тухăç кĕтмелли çук. Атте-аннесемпе кукаçи-кукамайсем те мĕн авалтан çĕрпе типтерлĕ усă курма тăрăшнă. Вăрçă çулĕсем иртнĕ хыççăн çĕр ĕçченĕсен умĕнче çĕрпе тата тухăçлăрах усă курас ыйту тăнă. Çав çулсенче пĕр гектар çĕр те усăсăр выртман. Патшалăх та ял халăхне пулăшсах тăнă: техникăпа, удобренипе, топливăпа тивĕçтернĕ. Çавна май техника, ял хуçалăх культурисен сорчĕсем çулсерен улшăнса-çĕнелсех пынă. Вĕсен хакĕсем те хальхи пек кун сиктерсе хăмпă пек хăпарса пыман. Хаксем вĕçĕм ỹссе пыраççĕ пулсан, ăçтан тупăшлă ĕçлĕн-ха? Хуçалăхсем йĕркеллĕ аталанса пынă тапхăрта мĕнпур çĕре кĕрхи çĕртме сухи туса хăварнă. Çуркунне çав çĕре сỹреленĕ, культиваци тунă, ун хыççăн акнă. Комбайнсем те тырă вырнă чухне уй тăрăх ярăнса кăна пынă çĕр тикĕс пулнăран. Çăлпуçĕнче гектар пуçне çулсерен 24-26 центнер тырă пухса кĕртнĕ. Кăçал та тухăç начар мар пуласса шанас килет.

А.ИВАНОВ. Çăлпуç ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика