АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медаль панă

15 августа 2014 г.

Медаль панă

 

Çак эрнере ывăлĕ вăрçăран таврăнман салтак амăшне "Пуçне хунă салтак çемйине" медаль панă. Ăна хамăр районти Тушкил ялĕнче пурăнакан Антонина Петровна Миронова илнĕ.

Вăл ывăлне Чечня вăрçинчен кĕтсе илеймен. Медаль удостоверенийĕ çине Канаш хулинчи, Канаш тата Тăвай районĕсенчи афганец-ветерансен обществăлла организацийĕн председателĕ Герман Николаев алă пуснă, ăна тата медале вăрçăра пуçне хунă ывăлĕн Александр Мироновăн амăшне районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ Людмила Аввакумова панă. Награда панă чухне çавăн пекех халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Тăвайри центр директорĕ Александр Степанов, Тушкилти ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Оксана Максимова тата Тушкилти ИКЦ директорĕ Наталья Георгиева пулнă. Вĕсем Антонина Петровнана медаль илнĕ ятпа парнепе чечексем панă, çирĕп сывлăхпа вăрăм кун-çул суннă.

Л.ПЕТРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика