АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çураласси ỹснĕ

15 августа 2014 г.

 

РФ Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă чухне республикăри демографи лару-тăрăвĕ пирки те сăмах пынă.

Республикăра халăх йышĕ хăй тĕллĕн хушăнасси 1027 çынна çитнĕ пĕлтĕр. Ачасем çуралассипе ырă улшăнусем пур. Пирĕн районта та кăçалхи çичĕ уйăхра 101 ача çуралнине регистрациленĕ. Ку вăл умĕнхи çулхинчен 9 ача (8,9 процент) нумайрах. Çуралнисем хушшинче 45 арçын ача, 56 хĕр ача. Ачасем çураласси Элпуç, Тăрмăш, Йăнтăрчă, Мучар тата Тĕмер ял тăрăхĕсенче ỹснĕ.

Шел пулин те, районта çынсем пурнăçран уйрăласси чакмасть. Çичĕ уйăхра 173 çын е умĕнхи çулхинчен 10 çын ытларах вилнĕ. 91 арçын тата 82 хĕрарăм сывпуллашнă пурнăçпа, арçынсем вăтамран 63, хĕрарăмсем 77 çул пурăннă. Çынсен ĕмĕрĕн тăршшĕ иртнĕ çулхи шайра юлнă. Тĕмер тата Элпуç ял тăрăхĕсенчи ялсенче çынсем вилесси чакнă (18 тата 7). Çичĕ уйăхра 38 çемье чăмăртаннă. Çамрăк çемьесен йышĕ Йăнтăрчă, Тăрмăш, Элпуç тата Тĕмер ял тăрăхĕсенче пĕлтĕрхинчен ытларах хушăннă.

Асăннă тапхăрта 26 çемье арканнă. Çакă вăл иртнĕ çулхинчен 10 çемье сахалрах. Çав вăхăтрах Йăнтăрчă, Мучар тата Тушкил ял тăрăхĕсенче çемьесем умĕнхи çулхинчен ытларах уйрăлнă.

В.НОВИКОВА,райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика