АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте пĕрле уявларĕç

15 августа 2014 г.

Пурте пĕрле уявларĕç

 

Тăрмăшра пурăнакансем çуллен çурла уйăхĕнче ял уявĕ ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Пĕлтĕр вĕсем ялăн 450 çулхи юбилейне паллă турĕç. Кашнинчех унта пухăнакансен йышĕ нумайланса пырать. Çав кунхи "Хресчен картишĕ" конкурс пурне те кăмăла кайрĕ.

Программăна Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Разин пуçланă. Вăл ял-йыш çулталăк хушшинче мĕнле ĕçсем тунипе паллаштарнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин ял çыннисене уяв ячĕпе саламланă, ял хуçалăхĕнчи ĕçсем çинчен кĕскен каласа кăтартнă. Тăрмăшри шкулта тăрăшакан Л.Иванова повара район администрацийĕн Хисеп грамотипе, "Единая Россия" партин Тавне Игорь Афанасьева парса чысланă Валерий Васильевич. Трибуна умне çавăн пекех Ленин ячĕллĕ ЯХПК ертỹçи В.Николаев, Тăрмăшри шкул директорĕ С.Николаева тухнă, ял çыннисем патне ăшă сăмахсем çитернĕ вĕсем.

"Тăрмăшри чи илемлĕ, тирпейлĕ кил-çурт" номинацире София Семенова кил хуçалăхĕ, "Чи лайăх килти хушма хуçалăх" - Татьяна Антипован, "Чи хитре пỹрт умĕнчи пахча" номинацире Николай Андреев кил хуçалăхĕ çĕнтернĕ. Вĕсене Дипломсемпе парнесем парса чысланă. Тăрмăш ял тăрăхĕн Хисеп грамотипе ялти ача садĕнче музыка вĕрентекене Е.Капитонована, Е.Матросова учительницăна чысланă.

Асăннă уявра пуçласа "Тăрмăш ял тăрăхĕн Хисеплĕ гражданинĕ" свидетельствăпа медальне Э.Ушаковпа В.Николаева панă. Тăрмăш ялĕнчи обществăлла пурнăçра активлăх кăтартнă 14 çынна Тав хучĕпе хавхалантарнă.

Уява малалла Тăрмăшри тата Енĕш Нăрвашри информаципе культура центрĕн коллективĕсем, ача-пăчан ташă ушкăнĕсем тăснă. Алена Алексеева юрăçпа "ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ" ята тивĕçлĕ пулнă Сергей Иванов чăвашла юрланă.

"ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ" хисеплĕ ята илнĕ В.Васильева асăнса мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Унта Тăрмăш, Çĕнĕ Пуянкасси, Тăвай ялĕсен футболисчĕсем хăйсен маттурлăхне кăтартнă. Çĕнĕ Пуянкассинчи футболист-ветерансем çĕнтернĕ, тăрмăшсем иккĕмĕш вырăна юлнă. Виççĕмĕшне тăвайсем тухнă. Вĕсене Хисеп грамоти, медаль, укçан приз панă. Уявра çавăн пекех ытти ăмăртусем те пулнă.

Çак кун ЧР футбол чемпионачĕ иртнĕ, "Тăрмăш" тата "Чурачăк" командăсем вылянă, тăрмăшсем çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.

С.Павловпа А.Думилин юрăçсем, "Хавас" ушкăн каçченех эстрада юррисемпе савăнтарнă.

Суту-илỹ те аван йĕркеленĕ ял уявĕнче, ачасем аттракционсем çинче кăмăлĕсене çĕкленĕ. Хăнасем шỹрпе тутаннă.

Уяв чаплă дискотекăпа тата илемлĕ фейерверкпа вĕçленнĕ. Тăрмăш ял тăрăхĕ уява хатĕрленме пулăшнисене пурне те тав тăвать, ĕçĕсенче ăнăçу сунать.

В.ВЛАДИМИРОВ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика