АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕ - садикри нимере

15 августа 2014 г.

Ашшĕ-амăшĕ - садикри нимере

 

Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе кĕске хушăрах Тĕмерти ача садĕнче чылай юсав тума пултартăмăр.

Чи малтанах садик ĕçченĕсем пỹлĕмсен стенисене, урайсене, чỹрече рамисене сăрласа илемлетрĕç, унтан кухньăна сăн кĕртрĕç. Кунти ĕçсене вĕçлесен юсав ача сачĕн территорине куçрĕ. Нимене ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ. Арçынсен вăйĕпе çурт йĕри-тавра шыв çулне пỹлтĕмĕр. Хăйăр çинче вылямалли "кăмпасен" хăмисене те тĕпрен улăштарчĕç вĕсем, тăррисене те витрĕç.

Садик уçăлнăранпа чỹрече рамисем çĕрĕшрĕç, нумайăшĕн кантăкĕсем юрăхсăра тухрĕç. Вĕсене те çĕнетмелле. Çак ĕçсенче те ашшĕсен ăста аллисене курса тăтăмăр.

Площадкăра халĕ юмахри евĕр. Çĕнĕрен тата тĕрлĕ тĕслĕ пĕчĕк "кăмпасем" ỹссе ларчĕç. Веранда стенисем юмахри сăнарсемпе пуянланчĕç. Уйрăмах Н.Е.Краснова, А.А.Павлова, А.А.Салмина, А.Н.Яковлева, Н.И.Жилкина тав тăватпăр. "Кермен" тăррине витме стройматериалпа Кирилловсен çемйи тивĕçтерчĕ. Амăшĕсем те айккинче юлмарĕç. Тавах сире пурне те çамрăк ăру пуласлăхĕшĕн тăрăшнăшăн.

И.КРАСНОВА, заведующи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика