АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил ИГНАТЬЕВ: "Тĕп тĕллев - халăх пурнăçне лайăхлатасси"

12 августа 2014 г.

 

Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли пресс-конференци ирттернĕ. Икĕ сехет ытла тăсăлнă тĕл пулура Михаил Васильевич журналистсен 32 ыйтăвне хуравланă.

"Эпĕ должноçа йышăннă кунранах тĕллев лартрăм: Чăваш Республикинчи халăхăн пурнăç пахалăхĕн шайне лайăхлатмалла,-тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ мероприятие уçнă май. -Çынсем хăйсене туллин кăтартма пултарччăр, пурăнмашкăн хăтлă условисем пулччăр, кашниех малашлăха шанчăклăн пăхтăр. Вĕсем хăйсен сывлăхне çирĕплетме пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе усă курма, ачисем лайăх пĕлỹ илме пултарччăр тесе ĕçлетпĕр. Çак тапхăрта нумай ĕçе пурнăçа кĕртрĕмĕр, хăшне-пĕрне вĕçне çитереймерĕмĕр. Çавăнпа пирĕн пурнăçламалли тата нумай-ха".

Михаил Игнатьев кăçалхи çур çул кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, тăватă çулта - хăй яваплă должноçа йышăннăранпа - мĕнле çитĕнỹсем тума май килни çинче чарăнса тăнă. Çак тапхăрта граждансен обществин пĕлтерĕшлĕ институчĕсене - Общество палатине, Ача, Этем, Предприниматель прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйсене - çирĕплетнĕ. Вĕсем паянхи кун хăйсен тивĕçĕсене йĕркеллех пурнăçласа пыраççĕ. Министрсем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем çулталăкри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе халăха паллаштараççĕ. Республикăри влаç органĕсем çумĕнче общество канашĕсем туса хунă.

4 çулта чылай кăтартăва ырă енне улăштарма май килнĕ. Акă республикăра уйăхри вăтам ĕç укçи 13 пин тенкĕрен 21 пин тенке çитнĕ. Ỹсĕм _ 1,5 хут е çулталăкра 12-шер процент. Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен шалăвĕ экономикăра ĕçлекенсен вăтам ĕç укçипе танлашнă. Çак тапхăрта тухтăрсен ĕç укçи малтанхинчен - 1,5 хут, учительсен - 2 хут, воспитательсен 3 хут ытларах ỹснĕ. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайне палăрмаллах чакарнă.

Чăваш Енре çамрăк çемьесемпе учительсен пурăнмалли условисене лайăхлатмалли программăпа килĕшỹллĕн ипотека кредичĕн 4 процентне республика бюджечĕ шучĕпе саплаштараççĕ. Ку программа хута кайнăранпа, 2011 çултанпа, 2600 çамрăк çемьепе учитель хваттер туяннă е çурт лартнă.

Тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтерес енĕпе те ырă туртăмсем пур. 2011 çултан пуçласа çак тĕллевпе 1 млрд та 16 млн тенкĕ уйăрнă. Çапла вара хăйне ятăн кĕтеслĕ пулса тăнă тăлăхсен шучĕ малтанхинчен 4 хут ỹснĕ. 2011 çултанпа Чăваш Енри 15 пин ытла çемье тĕрлĕ программăна хутшăнса патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ, пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса панă.

Промышленноç индексĕн кăтартăвĕ кăçал ултă уйăхра 103,6 процентпа танлашнă (2013 çулта - 100,5 процент). Агропромышленноç комплексне патшалăх кỹрекен пулăшу та çак тапхăрта ỹснĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен вăтам ĕç укçи кăçал 12 пин ытла тенке çитмелле. 2010 çултипе танлаштарсан хамăр тунă тупăшсен виçи 1,4 хут пысăкланнă. Тăватă çулта Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ 70 процентран 37 процент таран чакнă (хамăр тупăшсен тĕлĕшпе).

Чăваш Енре 2012 çултан тытăнса демографи лару-тăрăвĕ ырă еннелле улшăннă. 2013 çулта халăх йышĕ хăй тĕллĕн ỹсесси 1027 çынпа танлашнă. Çынсем ытларах пурăнма пуçлани те савăнтарать. Нумай ачаллă çемьесен шучĕ 22 процент ỹснĕ. 3 çултан аслăрах ачасене пурне те садикре вырăнпа тивĕçтернине палăртса хăвармалла.

2015 çулта 1,5 çулти ачасен садик черечĕн ыйтăвне татса пама тĕллев лартнă. Чăваш Енре физкультурăпа спорт юхăмне аталантарас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ, çавна май сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен шучĕ те хушăнсах пырать.

Унтан Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă. МИХсен представителĕсене ял хуçалăхĕнчи лару-тăру, республикăшăн пĕлтерĕшлĕ проектсене мĕнле татса пани, Украинăран килекен çынсене кỹрекен пулăшу, ял тăрăхĕсемпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсен шăпи, политика лару-тăрăвĕ тата ытти те кăсăклантарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кашнинех тивĕçлĕ хурав панă.

-Эсир регион ертỹçи пулнă май пурнăçа кĕртмелли тĕллевĕрсене 4 çул каяллах палăртнă-и е вĕсем те вăхăт иртнĕçемĕн улшăнса пыраççĕ-и?

-Хамăн тĕп тĕллевсене çак должноçа ларсанах палăртнине маларах асăнтăм ĕнтĕ. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн вĕсене тỹрлетỹсем кĕртме тивет. Астăватăп-ха, малтанхи çулсенче районсем тăрăх çỹренĕ, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă чухне çынсем ĕç вырăнĕпе тата тупăшпа, потребитель рынокĕнчи хаксемпе, ача сачĕсемпе çыхăннă ыйтусене хускататчĕç. Çак йывăрлăхсене майĕпен татса пыратпăр. Халĕ вара халăха ЖКХ тытăмĕнче йĕрке тăвасси, территорисене тирпей-илем кĕртесси, çулсене юсасси пăшăрхантарать. Паллах, пĕтĕм ыйтăва пĕр кунрах татса пама май килмест. Чи кирли - эпир çынсем хамăртан мĕн кĕтнине пĕлетпĕр, çакăнпа çыхăнтарса йышăнусем тăватпăр, укçа тупма тăрăшатпăр.

-Кăçал республикăн кăнтăр районĕсенче çумăр çителĕклĕ çуманран тырă тухăçĕ пĕчĕкрех. Çĕрпỹ, Красноармейски, Шупашкар районĕсенче кăтарту аванрах, вĕсем пĕр гектартан 23-34 центнер пухса кĕртеççĕ. Кăçал республикăра кирлĕ чухлĕ тыр-пул пуçтарса илейĕпĕр-ши, кĕлетсене тултарайăпăр-ши?

-Пĕтĕмĕшле илсен республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕлтĕрхинчен ытларах пухса кĕртĕпĕр. Çĕр улми те маларахринчен кая мар пулмалла. Выльăх апачĕ те запаслăх хатĕрлеççĕ. Паянхи кун ял хуçалăх продукцине лайăх хакпа сутма пулать, сĕтсĕр пуçне. Тăрăшса ĕçлесен тупăш илме май пуррине нумайăшĕ аван пĕлет.

-Паянхи кун пирĕн республикăна Украинăран миçе çын тарса килнĕ? Чăваш Енĕн квотăпа килĕшỹллĕн тата миçе çынна йышăнмалла? Вĕсене пулăшмашкăн мĕн чухлĕ укçа уйăрни те кăсăклантарать.

-Чăваш Ене çурла уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне Украинăн 601 гражданĕ килсе çитнĕ. Квотăпа пирĕн пĕтĕмпе 390 çынна йышăнмалла. Унсăр пуçне хăйсем пурăнакан вырăна пăрахса хăварнисем тăванĕсем патĕнче хỹтлĕх тупаççĕ. Республика Украинăран тарса килекенсем валли вăхăтлăх пунктсем йĕркелемешкĕн трансферт илме тивĕçнĕ 40 регион йышне кĕчĕ, çавна май Чăваш Ене 564 пин тенкĕ уйăрса парĕç. Федераци бюджетĕнчен пĕр çын пуçне талăкра 800 тенкĕ куçарма йышăннă. Çурла уйăхĕ вĕçленсен хамăр патра Украинăн миçе гражданĕ хỹтлĕх тупнине шута илсе каллех документ тăрататпăр, ун чухне тепĕр транша палăртĕç. Шел, кỹршĕ çĕр-шыври лару-тăру япăхлансах пырать, çавăнпа пирĕн тата мĕн чухлĕ çынна йышăнма тивĕ - хальлĕхе татăклăн калама çук. Чăваш Енри çемьесем хăйсем патĕнче пачах пĕлмен-курман çынсене пурăнтарма килĕшни савăнтарать. Хăшĕсем Раççей гражданлăхне илесшĕн. Унсăр пуçне тарса килнисене ĕçе вырнаçтарма тăрăшатпăр, 10 çын ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Ачасене ялсемпе хуласенчи пĕтĕм шкул йышăнма хатĕр.

-2015 çул Литература çулталăкĕ пулĕ, çавна май республикăра хатĕрленỹ ĕçĕсем пуçланнă-и?

-2014 çул - Культура, 2015 çул вара Литература çулталăкĕ пулĕ. Икĕ çак ăнлав пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă, вĕсене уйăрма май çук. Культурăн та, литературăн та пĕр тĕллев - çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси. Пирĕн пурин те хамăрăн Тăван çĕр-шыва, чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене юратмалла. Республикăра Литература çулталăкне хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Эпĕ çак кунсенче 2015 çулта Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пуласси çинчен калакан Указа алă пусрăм.

-Çĕнĕ Шупашкарти хĕвел модулĕсем кăларакан завода уçмалли вăхăта 2011 çултанпа пĕрмай куçараççĕ.

-Ку проекта Виктор Вексельберг инвестор РОСНАНОпа пĕрле 20 млрд тенкĕ хывнă. Паянхи кун тĕлне завод ĕçлет, пĕтĕм документ йĕркеллех. Пысăк технологиллĕ производствăра 200-е яхăн çын вăй хурать, вĕсенчен чылайăшĕ - пирĕн республикăра пĕлỹ илнĕ çамрăксем. Завода официаллă майпа хăçан уçасси инвестортан килет. Кĕçех хĕвел энергетикин производствин станцийĕсене тума тынĕç. Эпир хамăр республикăра та хĕвел модулĕсемпе усă курăпăр, энергетика хакланса пынă тапхăрта çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ.

-Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен территорийĕнче ял тăрăхĕсемпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсене пĕрлештерес ĕç 2006 çултанпах пырать. Çакă пирĕн республикăна та пырса тивмĕ-и?

-Кашни регионăн хăйне евĕрлĕхсем пур. Чăваш Ен - халăх йышлă пурăнакан регион. Хăш-пĕр субъектра ял тăрăхĕсен ĕçченĕсен йышне чакараççĕ. Эпĕ вара çакна ырламастăп, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче темле пысăк улшăнусем тума кирлĕ мар. Ялти çынсем хăйсен ыйтăвĕсемпе, тĕслĕхрен, справка илме, ял тăрăхĕсене кайма хăнăхнă. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсене пысăклатасси пирки эпĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртнăччĕ. 2015 çулта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, депутачĕсен суйлавĕ иртĕ. Ун чухне районсенчи 9 ял тăрăхне пĕтерĕпĕр, вĕсенче депутатсен пухăвĕ те пулмĕ. Çак ял тăрăхĕсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене райадминистрацин пай ĕçченĕсем тивĕçтерĕç. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсене пысăклатасси пирки калас-тăк ку ыйтăва муниципалитетсен хăйсен татса памалла, çынсен кăмăлне шута илмелле.

-Шупашкарти шыв управĕн шайне тепĕр пилĕк метр хăпартмалли çинчен питĕ нумай калаçрĕç, тавлашрĕç. Ку ыйтăва мĕнлерех татса парĕç-ши?

-ЧР влаç органĕсем ку ыйтупа хăйсем тумалли ĕçсене йăлтах пурнăçланă. Республикăра пурăнакансем те хăйсен шухăшне палăртрĕç: Атăл шывне тепĕр 5 метр çĕклемелле. Шыв шайне çĕклени чăнласах та пĕлтерĕшлĕ. Пĕрремĕш вырăнта - экологи ыйтăвĕ. Унтан - ГЭСăн аялти бьефĕнче шыв сахалли. Шыв транспорчĕн ыйтăвĕ те пур унта, пĕлетпĕр ĕнтĕ: вăл чи йỹнни. Электроэнерги туса илессине ỹстересси вара тăваттăмĕш вырăнта кăна. Шăпах çак самантсене тĕпе хурса тивĕçлĕ йышăну кăларĕç. Ку объект Чăваш Республикишĕн çеç мар, пĕтĕм Раççейшĕн стратегиллĕ пулассине шута илсе, РФ Стройминĕ экспертиза валли норма-право акчĕсене хатĕрлет. Строительствăпа ЖКХ министрĕпе Михаил Меньпе тĕл пулнă чухне ку ыйтăва та сỹтсе яврăмăр. Йышăннă çĕнĕ документацие тĕпе хурса çĕнĕ экспертиза ирттерĕç, йышăну кăларĕç.

-Республикăри ялсемпе поселоксем тасалса илемленчĕç, анчах вĕсенчен тухсан хитре мар ỹкерчĕк курăнать: совет тапхăрĕнчи выльăх-чĕрлĕх фермисем юхăнса лараççĕ. Çак "палăксем" тата хăçанччен тавралăха "илем" кỹрĕç-ши?

-Ял хуçалăх предприятийĕсем аркансан юхăннă фермăсем тăрса юлчĕç. Вĕсенче выльăх-чĕрлĕх çук, çынсем те ĕçлемеççĕ. Вĕсене е сỹтмелле, е фермерсене памалла. Чылай комплексра шыв тата канализаци пăрăхĕсем, электричество пур. Çак комплекссем, фермăсем вырнаçнă çĕр лаптăкĕсем инвесторсене те илĕртме пултараççĕ. Енчен те хуçалăх субъекчĕ çук пулсан, муниципалитетсен асăннă çĕрсене суд урлă хăйсем çине куçарма, кайран аукцион ирттерсе сутма ирĕк пур. Ишĕлме пуçланă фермăсем тĕлĕшпе ĕçлетпĕр, Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнă тĕле юхăнса ларакан пĕр объект та юлмĕ.

-Чăваш Республикинче пурăнатпăр пулин те чăвашлăха хĕсĕрленĕ пек туйăнать. Акă Г.Лебедев ячĕллĕ наци лицейне хупрĕç, ЧПУра тата ЧППУра чăваш чĕлхипе литература учителĕсене, филологсене хатĕрлемешкĕн бюджет вырăнĕ сахал уйăрнă, журналистсем тỹлевлĕ çеç вĕренеççĕ. Çакă каярахпа наци кадрĕсемпе çыхăннă лару-тăрăва япăх витĕм кỹмĕ-и?

-Республикăри патшалăх чĕлхисенчен пĕрне - чăваш чĕлхине - упраса хăварас тĕлĕшпе юлашки çулсенче чылай ĕç пурнăçларăмăр. Документсене икĕ чĕлхепе хатĕрлетпĕр. Чăвашсем хутшăнакан мероприятисене, пухусене чăвашлах ирттеретĕп. Интернетра та чăвашла статьясем пур. Кăçал Чăваш патшалăх университетĕнче пулас вĕрентекенсем валли бюджет никĕсĕ çинче 30 вырăн уйăрнă. Ку енĕпе РФ Вĕренỹпе наука министерствипе малалла та ĕçлĕпĕр, Раççей Федерацийĕ регионсене уйăракан квотăсене ỹстерессе шанатпăр.

-Сирĕн харпăрлăхра çĕр лаптăкĕ сахал мар. Унта кам ĕçлет, мĕн лартса ỹстеретĕр?

-Атте-аннерен юлнă 50 сотка çĕр çинче тивĕçлĕ канури аппа пурăнать, ăна пăхать. Янăшра - 26 сотка, унта çурт лартрăм, çемьепе пахча-çимĕç, улма-çырла туса илетпĕр. Хамăр çитĕнтернĕ çимĕç çителĕклех, ытлашшине сутатпăр. Унта ывăлпа хĕрĕм те ĕçлеççĕ, мĕншĕн тесен ĕç - воспитанин чи лайăх мелĕ. Унсăр пуçне манăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 5 га, мăшăрăн 2,5 га çĕр пур. Вĕсене "Прогресс" хуçалăха арендăна панă, налук хамăрах тỹлетпĕр.

-Сире Мускава ĕçлеме куçараççĕ текен сас-хура çỹрет. Çакă чăнлăхпа килĕшсе тăрать пулсан, хăçан каятăр?

-Çук, ниçта та каймастăп. Манăн Чăваш Ен Пуçлăхĕнче 2015 çулхи çурла уйăхĕччен ĕçлемелле, полномочисен срокĕ вĕçлениччен хамăн тивĕçсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлăп

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика