АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тумалли сахал мар

12 августа 2014 г.

 

Ку ĕç эрнин пĕрремĕш кунĕнче йăлана кĕнĕ пекех район администрацийĕнче лару пулнă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан В.Чайкин йĕркелесе ирттернĕ.

Хутмалли сезона вăхăтра хатĕрленес тĕллев тăрать коллективсем умĕнче. Строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕ А.Алексеев пĕлтернĕ тăрăх нумай хваттерлĕ çуртсене харпăр хăй газпа хутса ăшăтмалла тăвасси тивĕçлĕ шайра пулса пырать.

Ларура таврана тирпейлес, ăпăр-тапăр контейнерĕсене вăхăтра илсе тухас ыйтусене те хускатнă.

АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн сектор заведующийĕ Н.Краснов та тухса калаçнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3510 гектар çинче пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç гектар пуçне 17,1 центнерпа танлашать. "Чутеевский" ЯХПКра 15 гектар çинче кĕрхи ыраш акнă.

-Районти ятарлă комисси Тăвай енри 19 вĕренỹ учрежденине йышăннă,-пĕлтернĕ вĕрентỹ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов.

Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющине Е.Бельскаяна, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникне Н.Чайкинана, "Аль" спорткомплекс директорне А.Кириллова, полици уйрăмĕн ертỹçине В.Обаськина, надзор ĕçĕсен пайĕн инспекторне А.Фролова, Тăвайри больницăн тĕп врачне Н.Бурдасована тимлĕ итленĕ пухăннисем.

Г.ЕГОРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика